17 октября 2012 г.
Кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче республикăра 13 пин ытла преступлени шута илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 10 процент сахалрах. 9 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетсе пакунлă çынсем видеоконференци ирттерчĕç, тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç.
Коллегие Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов полици генералĕ ертсе пычĕ. Çавăн пекех ШĔМ управленийĕн кадрсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Игорь Шумов, министерствăн харпăр хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕ Вячеслав Комаров тата ыттисем те тĕрлĕ ыйтусем çинче чарăнчĕç. Видеоконференцие Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн начальникĕ Геннадий Кокшин, Алексей Ефремов, Владимир Волков, Николай Соснов сотрудниксем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"