17 октября 2012 г.
Пирĕн республикăра пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртессине вĕçленĕ. Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене складсене тата тырă хранилищисене хураççĕ.
Вăрлăха упрасси — ансат мар мероприяти. Вăрлăхăн шăтаслăхне, тасалăхне сыхласа хăвармалла, ăна йĕпенме, вараланма, кăвакарма памалла мар. Çавăнпа та складсене, тырă хранилищисене маларах хатĕрлесе хумалла. Складăн тăрри шăтăксемсĕр пулмалла, ăна вăхăтра юсаса тăмалла. Стенасемпе урай шыв ямалла мар. Пÿлĕме малтанах ампар сиенçисене хирĕç имçамламалла.
Упрама хуракан вăрлăхăн нÿрĕкĕ кондициллĕ пулмалла. Тырра культурăсем, сортсем, категорисем, партисем çине уйăрса хумалла. Вăрлăха сапаласа упратăр пулсан, кашни партине уйрăм пÿлмене вырнаçтармалла. Унăн урайĕ хăмаран пулмалла, тыррăн сийĕ икĕ метртан çÿллĕ пулмалла мар.
Михĕсенче упратăр пулсан, вĕсене урайĕнчен 15 сантиметр çÿллĕшĕнче вырнаçтарнă хăмасем çинче пĕр-пĕрин çине купаламалла. Стенапа михĕсен хушши 70 сантиметртан кая пулмалла мар, михĕсен йĕркисем хушшинче 1,5 метр пушă вырăн хăвармалла.
Парти çине этикетка çыпăçтармалла. Унта вăрлăхăн сортне, категорине, номерне, партин виçине çырмалла.
Вăрлăха упрама хунă хыççăн унăн шăтаслăхне «Россельхозцентр» ФПУн Чăваш Республикинчи филиалĕсенче е «Татарская МВЛ» ФПБУра (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 4, тел.: 58-68-73) тĕрĕслемелле, вăрлăх пахалăхĕ çинчен калакан документсене илмелле.
Источник: "Каçал Ен"