17 октября 2012 г.
Тунти кун Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков вырăнти самоуправленисенче вăхăт çитиччен ирттернĕ тата хушма суйлавĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. «Пĕтĕмĕшле илсен, суйлавсем лăпкă, йĕркеллĕ иртрĕç. Пĕтĕм структура килĕштерсе ĕçлерĕ — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, ĕç тăвакан влаç, ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕ, суйлав комиссийĕсем, право сыхлавĕн органĕсем.
Суйлавçăсен хастарлăхĕ суйлавран суйлава ÿссе пыни савăнтарать. Российăра çак енĕпе эпир чи хастар 10 регион шутне кĕретпĕр. Списока кĕртнĕ çынсен 60 проценчĕ сасăлава хутшăнни — питĕ лайăх кăтарту. Вăрнар, Шупашкар, Тăвай, Елчĕкпе Пăрачкав районĕсем чи пысăк хастарлăхпа палăрчĕç. Вырăнти суйлавсем çакăнпа уйрăлса тăраççĕ — суйлавçăсем хăйсем лайăх пĕлекен шанчăклă çынсемшĕн сасăлаççĕ, паллах, вĕсем нумай сасă çĕнсе илеççĕ. Республикипе пурĕ ирĕклĕ 46 мандатшăн кĕрешнĕ. Вĕсенчен 25-шĕ — ял поселени пуçлăхĕсем, район шайĕнчи 9 депутат тата поселенисен 12 депутачĕ. 46 мандатран 42-шне «Единая Россия» политика партийĕн представителĕсем илнĕ, 1 — КПРФ, 3-шĕ — хăйсен кандидатурине хăйсем тăратнисем.
Суйлав комиссийĕсем тикĕс ĕçлерĕç, халь кайнă йăнăшсем урăх ан пулччăр тесе вĕсен ĕç пахалăхне тишкерĕпĕр», — тенĕ Александр Иванович пĕтĕмлетÿсем тунă май.
Источник: "Каçал Ен"