АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми ани çинче ĕç вĕрет

17 октября 2012 г.

Районти хуçалăхсенче уй-хирти ĕçĕсем майĕпен вĕçленсе пыраççĕ. Чылайăшĕ çĕр улми анисем çинчен йăлтах пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Çапах та хăш-пĕр хирсенче тракторсен шавĕ лăпланман-ха. Акă, сăмахран, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн çĕр улми çитĕнтернĕ лаптăкĕнче ĕç вĕресе çеç тăрать. Хуçалăх ертÿçи Фиргать Галиескерович хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма килĕшрĕ.

Фермер хуçалăхĕнче кăçал пурĕ 130 гектар çинче «иккĕмĕш çăкăр» лартнă. «Латуна», «Удача», «Невский» сортсем уйрăмах пысăк лаптăк йышăнаççĕ. «Вĕсен тухăçĕ те аван. Пĕтĕмĕшле илсен вара кашни гектартан вăтамран 200 центнера яхăн çĕр улми пуçтарса кĕртетпĕр», — пĕлтерчĕ Ф.Хайртдинов. Хуçалăхра ĕçлекенсем çителĕклĕ пулнине палăртрĕ вăл. Акă, Юрий Фадеевпа Николай Кокшин трактористсем «тимĕр учĕсемпе» çĕр улми кăлараççĕ. Геннадий Абукинпа Александр Безрукин тракторсемпе, Геннадий Барановпа Николай Алексеев ГАЗ-53 автомашинăсемпе «иккĕмĕш çăкăра» турттарса тăраççĕ.

Ана çине çитсенех çĕр улми пуçтаракансем йышлăн пулнине асăрхарăм. Кунта уйрăмах Ки-вĕсĕнтĕрсем нумайăн тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Канаш районĕнчи Яманкасси, Сиккасси ялĕсенчен, Тутарстан Республикинчи Терпит ялĕнчен пулăшма килнисем те сахал мар. Тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннăскерсем килĕштерсе вăй хунипе ĕнтĕ ĕç кал-кал пырать, çĕр улми тултарнă сеткăсем куç умĕнчех нумайланаççĕ. «Ĕç тăрантарать», теççĕ халăхра. Кунта тăрăшакансем çакна тахçанах ăнланса илнĕ ĕнтĕ. Ĕçленĕшĕн кашни кунах укçине паратпăр. Мĕн чухлĕшер илесси пуçтарса кĕртнĕ çĕр улмин виçинчен килет. Пуçтаракансем кунне — 600—650, тиекенсем — 1000—1200 тенкĕ илеççĕ», — хутшăнчĕ калаçăва Марина Кокшина бригадир. Тăрăшнине кура укçине те аван тÿлени ĕçлекенсене, паллах, савăнтарать, тата та хастартарах пулма хавхалантарать.

«Тепĕр икĕ кун çанталăк уяр тăрсассăн ку ĕçе вĕçлетпĕр. Маларах пĕтерме çумăрсем чăрмантарчĕç», — пĕлтерет Фиргать Галиескерович. Хуçалăхра хирти ытти ĕçсене пурнăçланă ĕнтĕ: çĕртме туса пĕтернĕ, кĕрхи тырăсене 100 гектара яхăн акса хăварнă. «Тăрăшсассăн ÿсĕмсем пулаççех», — теççĕ фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика