АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ăна вĕренÿре те пулăшать

13 октября 2012 г.

Чĕчкен ялĕнче спортпа тата физкультурăпа туслă Динар Гайнуллова (сăн ÿкерчĕкре) лайăх пĕлеççĕ. Сăпайлă, тăрăшуллă каччă вĕренÿре те «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.

— Динар класри пур ачашăн та тĕслĕх. Вăл вĕренÿре кая юлакансене пулăшать, вăйсăртараххисене яланах хÿтĕлет, — терĕ 10-мĕш класс ертÿçи Лилия Гайнетдинова.

Динарăн спортри чи лайăх кăтартăвĕсем — 100 метра чупассипе. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă каччă шывра ишессипе те аван кăтартусемпе палăрнă, район чысне тĕп хуламăрта иртекен ăмăртусенче те хÿтĕленĕ.

— Полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленетĕп. Тĕллеве пурнăçа кĕртме нумай тăрăшмалла, вĕренÿре те, спортра та малти ретре пулмалла, — терĕ Динар Гайнуллов.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика