АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Представлени янă хыççăн видеосăнав приборĕ лартнă

13 октября 2012 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн следователĕсем кăçалхи 9 уйăхра район территорийĕнче тунă преступленисем тăрăх пуçарнă 95 уголовлă ĕçе тишкернĕ, пĕлтĕр çак кăтарту 68-па танлашнă. Тишкернĕ ĕçсенчен 40-шне Елчĕк район судне тата Комсомольски районĕнчи 1-мĕш "-лĕ участокăн миравай судйине ярса панă.

2011 çулта следстви ĕçченĕсем 9 уйăхра судсене айăплă 31 çын çине 24 уголовлă ĕç янă.

Кăçал январь—сентябрь уйăхĕсенче следовательсем икĕ уголовлă ĕç чарса лартнă. Çул çитмен ачасем çине 3 уголовлă ĕç судсене ярса панă (пĕлтĕр — 2).

Асăннă тапхăрта саккуна пăсса çынна уголовлă явап тыттарнă тĕслĕх пулман.

Январь—сентябрь уйăхĕсенче следовательсем çул-йĕр çинче тунă тĕслĕхсемпе пуçарнă 8 ĕçе тĕпченĕ, аварисенчен 4-шĕ ÿсĕр водитель айăпĕпе пулнине çирĕплетнĕ. Вĕсенче суранланнă хыççăн 5 çын инвалид пулса юлнă.

Тишкернĕ уголовлă ĕçсемпе яваплă çынсем, ертÿçĕсем патне 58 представлени янă, вĕсем çине 55 хурав илнĕ. Сăмахран, «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕн территорийĕнче вăрланă тĕслĕхпе председатель ячĕпе видеосăнав приборĕ лартма ыйтса çырнăччĕ. Нумаях пулмасть следстви уйрăмне видеосăнав приборне вырнаçтарни пирки хурав килчĕ. Малашне «Асаново» ЯХПКн машинăпа трактор паркĕнче вăрланă тĕслĕх пулмасса шанатпăр.

Районти хуçалăхсен ертÿçисем Асанкассисенчен тĕслĕх илсе сăнав приборĕсем вырнаçтарса лартсан аван пулĕччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика