АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр пулсан та малалла

13 октября 2012 г.

Чăваш çынни мĕн ĕлĕкрен чăтнă, тÿснĕ, аптраман тетпĕр. Аптраманлăхпа паянхи куна çитрĕмĕр. Чăтăмлă пулнипе йывăрлăхсене тÿссе ирттерсе малалла талпăнатпăр. «Йывăр пулсан та, тăвалла пулсан та — малалла», — тет Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ вăрçă ачи Елизавета Манзуркина.

Йышлă çемьере ÿснĕскерĕн çамрăклăхĕ çăмăл килмен. «Çемьере аслисем пулнă май, нуши ытларах пире — Анюк аппапа иксĕмĕре — лекнĕ», — каласа парать Лиза аппа хăйĕн пурнăçне аса илсе. 1941 çулта вĕсен ашшĕ вăрçа тухса кайнă. Амăшĕ пилĕк ачапа тăрса юлнă. Лиза, Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕскер, вĕреннишĕн 150 тенкĕ тÿлемелле пулнипе пăрахса килнĕ. Вăл вăхăтра ялта выçлăх пулнă, çынсем çĕр улмипе анчах пурăнкаланă. Ялти ар çынсене пурне те вăрçа е окоп чавма илсе кайнă. Лизăна шкулта лайăх вĕреннипе (Хисеп хучĕсем унăн халĕ те упранаççĕ) колхоза учетчицăна ĕçлеме илнĕ, кассир ĕçне те вăлах туса пынă. Çулталăк ĕçлесен ăна клуб заведующине çирĕплетнĕ. Концертсем, спектакльсем хатĕрлесе хăйсен ялĕнче çеç мар, кÿршĕ ялсене те çÿренĕ вырăнти артистсем. Шутсăр хастар пулнă вĕсем.

Вăрçă чарăннă кун епле савăннине Елизавета Максимовна халĕ те ас тăвать. Ар çынсем яла таврăнма пуçланă, хăйсен вырăнĕсенче ĕçлеме пикеннĕ. 1947 çулта Лиза аппана колхоз пла-нĕпе торф кăларма янă. Ялтан 7 хĕр тухса кайнă унта. 1949 çулта, килне таврăнсан, вăл колхозра ĕçлеме пикеннĕ. «Çамрăк чух ывăнма та пĕлмен вĕт-ха. Кăнтăрла ĕçе каяттăмăр, каçпа вăййа тухаттăмăр. Çимĕкрен пуçласа Питравччен вăйă каланă», — пĕлтерет кинемей. Пахча çимĕç çитĕнтерекен бригадăра вăл пайсем тунă, вырма вăхăтĕнче йĕтемре кладовщицăра тăрăшнă, çул сарнă çĕрте те вăй хунă. Хăйĕн çывăх юлташĕсене халĕ те ырăпа аса илет Лиза аппа. «Вăхăтра ÿснĕ, нушине пĕрле пайланă, хуйхине тÿснĕ», — тет вăл.

1953 çулта вăл Ванькка Манзуркина качча тухнă, виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем. Шел пулин те, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

«86 çула çитрĕм ĕнтĕ. Иртнине аса илме пуçласассăн каласа та пĕтерме çук: темĕн те курнă. Малашне мĕн пулассине Турă пĕлет ĕнтĕ», — тет Елизавета Максимовна. Çулĕ нумай пулсан та, вăл пĕрре те ахаль лармасть: выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç лартать, çумлать, шăварать. «Халĕ пурăнмалла та пурăнмалла. Кил-çуртра ăшă, электричество çунать, çăкăрне те лавккаранах кайса туянатпăр, укçи-тенки кăна çитсе пытăр»,— тет кинемей.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика