13 октября 2012 г.
Октябрĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем 2012 çулти 9 уйăхра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Çак канашлăва Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ Илья Воробьев полици подполковникĕ килсе çитрĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ тĕл пулăва Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Михаил Афанасьевпа Николай Миллин, район прокурорĕ Владимир Николаев, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ Геннадий Кокшин доклад туса пачĕ.
2012 çулта район территорийĕнче 130 преступлени регистрациленĕ, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 17 преступлени (11,6 процент) сахалрах. Тунă преступленисенчен 64,2 проценчĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. Çынна улталаса вăрланине (мошенничество) кăçал 18 тĕслĕх тупса палăртнă.
«Экономика сферинче тунă преступленисене пĕлтĕрхинчен 10 сахалрах шута илнĕ (37—47). Çулталăк вĕçлениччен çине тăрса ĕçлемелĕх вăхăт пур»,— терĕ Геннадий Николаевич хăйĕн докладĕнче.
Тунă преступленисенчен 75,6 процентне «вĕри йĕр» тăрăх (пĕр талăкра) уçса панă. Ку, паллах, оперативлă ушкăн лару-тăру пулнă вырăна вăхăтра çитнинчен те нумай килет.
Январь—сентябрь уйăхĕсенче шыравра 4 çын пулнă, вĕсене пурне те тытса чарнă. Докладчик çавăн пекех урамра тата ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ ÿснине пăшăрханса каларĕ, сотрудниксем умне тĕллевсем палăртрĕ.
Кăçал служба дисциплинине пăснăшăн 38 сотрудник дисциплинарлă явап тытнă, вĕсенчен 4-шĕ — Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн приказĕпе килĕшÿллĕн.
Каярахпа следстви уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин тата Алексей Ефремов полици майорĕ, Сергей Кокоревпа Владимир Волков полици подполковникĕсем тунă ĕçсемпе паллаштарчĕç.
Тĕп хуламăртан килнĕ министерство представителĕ полици сотрудникĕсене кулленхи службăра кирлĕ ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕ.
Районти ГИБДД начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ, полицин аслă лейтенанчĕ Андрей Адюков çул-йĕр çинчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ.
Калаçăва районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен председателĕ Петр Лапшин та хутшăнчĕ. Сăмах май, Петр Васильевичăн обществăлла йĕркелĕхе сыхлама хутшăннипе çыхăннă опычĕ те пысăк. Унăн калаçăвĕ халăх дружинисене ĕçлеттересси çинчен пычĕ. Çак ĕçрен юлашки вăхăтра çынсем ютшăннине пăшăрханса каларĕ пенсионер. «Полици хăйĕн йышĕ çителĕксĕррине саплаштармалли пĕртен-пĕр меле йĕркелĕхе сыхлас ĕçе общественноçа явăçтарассинче курать. Кăмăл пуррисем халăх дружинисене пырасса, пуçаруллă пулса йĕркелĕхе тивĕçтерме хутшăнасса шанатăп, вĕсене явăçтарма кăна пĕлмелле»,— терĕ Петр Васильевич. Паянхи кун дружина хут çинче кăна пулнине те пытармарĕ ветеран.
Пухăннисем умĕнче çавăн пекех Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов сăмах тухса каларĕ, районти полици ĕçне хакларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тата район прокурорĕ Владимир Николаев та полици ĕçченĕсене лайăх енчен палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"