АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын хисеплĕ

13 октября 2012 г.

Паян манăн сăмахăм 33 çул ытла ветеринари врачĕнче вăй хунă юлташăм — Василий Тимофеевич Уразаев — çинчен пулĕ. Вăл 80 çул каялла юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шурут ялĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ, Йăвашкел хĕрĕ, 1930 çулта ссылкăна ярасран аппăшĕ патне ку яла тарса килнĕ пулнă. Кукашшĕсене «кулак» тесе Архангельск кĕпĕрнине ссылкăна янă.

1942 çулта В.Уразаевăн ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Вăл вăхăтра ача-пăчасем çурма тăлăха юлнă тесен те юрать. Ялта хĕрарăмсем, карчăксемпе «шăрчăксем» çеç пулнă, вĕсем колхозра пĕтĕм вăй-халпа ĕçленĕ. Пахчасенче, хирсенче çĕре кĕреçепе чавнă, хĕрарăмсем кÿлĕннĕ сухапуçсене арçын ачасем тытса пынă, çаплах çĕр улми лартнă, йăран хушшисене шăйăрнă. Лашасем çитменнипе вăкăрсемпе кĕлте турттарнă. Пурнăç хĕн-хурлă пулсан та малалла шунă. Ачасем шкулта вĕреннĕ, вăййа тухнă, хĕрсем улах та ларнă. Каникулсенче ачасем хиртен кĕме пĕлмен. Çĕр улми кăларнă, тырă вырнă вăхăтра уроксене пăрахса ĕçе тухнă.

1945 çулта Ваççан ашшĕ вăрçăран таврăннă, бригадирта ĕçлеме пуçланă. Тепĕр икĕ çултан вара вăл çемйине пăрахса ют хĕрарăм патне пурăнма куçнă. Ваççа ун чухне 15 çулта, шăллĕ вара 15 уйăхра пулнă. «Пире, çурма тăлăха тăрса юлнăскерсене, анне хăйĕн куççулĕпе çуса ÿстерчĕ. Çапах ура çине тăратма, çĕр-шыва юрăхлă çынсем тума пултарчĕ», — пĕлтерет Василий Тимофеевич.

Шурутри 7 класлă шкула пĕтерсен В.Уразаев икĕ çул колхозра ĕçленĕ, унтан Аслă Арапуçĕнчи шкулта 8-мĕш класра ăс пухма пуçланă, аттестат илнĕ. Малалла вĕренес ĕмĕтпе вăл Новосибирскри транспорт çар инженерĕсен институтне çул тытнă. Анчах ашшĕ пленра пулнипе, кукашшĕне «кулак» тесе ссылкăна янипе çамрăка вĕренме илмен. Вара çав çулах Василий ялти вулав çуртĕнче ĕçлеме пикеннĕ. 1955 çулччен клуб заведующийĕнче вăй хунă, колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. 1955—1960 çулсенче вăл Мускаври Скрябин ячĕллĕ ветеринари академийĕнче наука гранитне кăшланă, каникулсем вăхăтĕнче çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕре кайнă, комбайнпа, тракторпа ĕçленĕ, строительство бригадинче те вăй хунă. Вырма ĕçĕсене хастар хутшăннăшăн, тăрăшулăхпа палăрнăшăн Василий Уразаева ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн паллине, 1958 çулта вара «Çĕнĕ çĕрсене уçнăшăн» медаль парса наградăланă.

Вĕренсе тухсан Василий Тимофеевича Приморски тăрăхне совхоза ĕçлеме янă. Унтан таврăнсан вăл Комсомольскинчи ветлечебницăра, Патăрьелĕнчи ветеринари станцийĕнче, «Урожай» колхозра вăй хунă.

Мăшăрĕ, Галина Прокопьевна та, Комсомольскинченех. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Уразаевсем иккĕшĕ те «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне пула вĕсене ялта питĕ хисеплеççĕ, тĕслĕх вырăнне хураççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика