АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фельдшер пулмах çуралнă

13 октября 2012 г.

Кашни кун ирхине ирех Асанкасси ялĕ енчен Хырхĕррине тĕксĕм кăвак скутер вĕçтерсе килет. Акă вăл пĕр çурт умĕнче чарăнчĕ те ун çинчен илемлĕ сăн-питлĕ çамрăк хĕрарăм анчĕ. Шлемне вăр-вар хывса руль çине çакрĕ, васкаса ватă кинеми патне кĕрсе кайрĕ. Ку — Хырхĕрри фельдшер пунктĕнче вун пилĕк çул вăй хуракан Елена Александровна Михайлова. Ял-йыш ăна юратса Алена тесе чĕнет.

Сиплев ĕçĕ — ырă та пархатарлă, пурне те кирлĕ. Ыттисем пекех, Аленăн ĕç вăхăчĕ ирхине сакăр сехетре пуçланать, анчах та унччен маларах вăл хăйсене йывăртарах туякансем патне, тин çеç кун çути курнă пепкесем патне çитсе сывлăхне тĕрĕслет, сĕнÿсем парать. Ялти шкулта та час-часах курма пулать фельдшера. Кунта вăл ачасен сывлăхне тĕрĕслеме те, калаçусем ирттерме те килет. Шкул ачисем тăруках чирлесен те вĕрентекенсем тÿрех Елена Александровна патне шăнкăравлаççĕ. Нихăçан та «вăхăт çук» е «пыраймастăп» тесе каламасть вăл, пĕр тăхтамасăр çитет чĕннĕ çĕре.

Фельдшер пунктĕнче яланах тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланаççĕ, ниçта тусан курăнмасть. Ирхи кÿлĕм тĕрлĕ процедурăсене килнĕ çынсем пушмаксене улăштарса черетлĕн саксем çине вырнаçса лараççĕ, сиплев тăвасса кĕтеççĕ. Хальхи вăхăтра эмелсемпе усă курман, вĕсен сиплĕ хăватне пĕлмен çын çукрах. Алена вара эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та, йăл кулăпа та сыватать çынсене. «Ытла та кăмăллă-çке пирĕн фельдшер, нихăçан та хыттăн каласа кăмăла хуçмасть. Ялан çепĕç те ăшă сăмах тупать пире валли. Ыратни те иртсе каять!» — теççĕ ватă кинемейсем. Чăн та, ваттипе ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек калаçать, пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. «Хама урăх ĕçре ĕçлессе шутлама пултараймастăп», — тет Елена Александровна.

Михайловсен кил-йышĕнче юратупа килĕшÿ хуçаланаççĕ. Юрий мăшăрĕпе пĕрле виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ Маша килес çул шкул пĕтерет, Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тытма хатĕрленет. Вăтамми, Настя, саккăрмĕш класра вĕренет, чи кĕçĕнни — Света — ача садне çеç çÿрет-ха.

Хĕрупраç амăшне пăхать, тенĕ ваттисем. Апла пулсан, малашне Асанкасси ялĕнче амăшĕ пекех илемлĕ те сăпайлă тата виçĕ хĕр çитĕнет. Вĕсем професси суйласа илесси, паллах, пĕтĕмпех хăйсенчен килет. Кирек хăшне суйласан та, ашшĕ-амăшĕ пекех, ĕçе пĕлсе те юратса тăвасса шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика