АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

13 октября 2012 г.

Октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 1925 гектар çинчи çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ. «Комсомольские овощи» агрофирмăра, «Пайгас» ЯХПКра, Хайртдиновăн, Самаринăн фермер хуçалăхĕсенче тата пурĕ 71 гектар кăлармалли юлнă. Районĕпе 35499 тонна çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектартан 184 центнерпа танлашать.

Хуçалăхсенче 11632 гектар çинче çĕртме тунă (64 процент). «Искра», «Урожай» колхозсенче, «Дубрава», «Асаново», «Труд», «Изамбаево», «Рассвет» ЯХПКсенче çак енĕпе уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çанталăк лайăх тăнă чухне ку ĕçе хăвăртлатсан аван пулмалла.

Районти хуçалăхсем çурхи культурăсене акма вăрлăх хатĕрлеме пикеннĕ. Палăртмалла: хăш-пĕрисен акмалли вăрлăхăн пахалăхĕ япăх. Çавăнпа ăна аванрах шăтакан вăрлăхпа улăштармалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика