13 октября 2012 г.
«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем тăрăшсах уй-хирте выльăх кăшманĕ кăлараççĕ. Кăçал ăна Аслăчурачăксемпе Чĕчкенсем 13 гектар çинче акнă.
Хуçалăхăн выльăх кăшманĕн уйĕ мана ĕç шавĕпе кĕтсе илчĕ.
— Паянхи куна путвалсене 200 тонна кĕртрĕмĕр. Хирте лайăх çанталăкпа усă курса 6 единица автотранспорт ĕçлет. Акнă чухнех паха сортлă вăрлăхсемпе ĕçлессине мала хуратпăр. Сăмахран, кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 75 гектар çинче ăнăçлă лартса ÿстерсе тăкаксăр пухса кĕртрĕмĕр,—терĕ кооперативăн агрономĕ Геннадий Кузьмин.
Сăмах май, Геннадий Васильевичăн çĕр çинче ĕçлес опычĕ те пысăк. Вăл 1984—2007 çулсенче çак хуçалăхра пĕрремĕш бригадăн бригадирĕнче тăрăшнă. Агрономра — пилĕк çула яхăн.
«Трудра» выльăх кăшманĕн 55 пайне çынсене валеçнĕ. Ăнса пулнă тымар çимĕçе касса тирпейлесе автомашинăсем тата трактор прицепĕсем çине тиесе хиртен ăсатаççĕ.
Акă, агрономпа калаçнă хушăра кунта 35 çул ытла трактористра ĕçлекен Алексей Николаев МТЗ-82 («Беларусь») хурçă учĕпе пырса чарăнчĕ.
— Паян та, ытти кунсенчи пекех, 10 рейсран кая тумастăп,— терĕ Алексей Васильевич, тракторне вырăнтан хускатса.
Сергей Наумов водитель, Земфира Егоровăпа Марина Егорова рабочисем тата ыттисем те ĕçре тăрăшуллă.
Источник: "Каçал Ен"