10 октября 2012 г.
Кăçал октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 901 ĕçсĕр çынна ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Ку вăл планпа пăхнин 91,98 проценчĕпе танлашать. Вĕсенчен çул çитмен ачасем — 14-ран пуçласа 18 çулчченхисем — 532-ĕн.
9 уйăхра районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра, 2011 çулхипе танлаштарсан, ĕç шыраса çынсем 2,2 хут сахалтарах килчĕç. Паянхи куна пирĕн патра 52-ĕн шутра тăраççĕ. Пĕлтĕр çак кăтарту 116-па танлашнă.
2012 çулта январь—сентябрь уйăхĕсенче ĕç паракансем вакансисен банкне 1217 ĕç вырăнĕ пурри çинчен пĕлтернĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 330 вырăн сахалтарах пулнă.
Ĕçлекенсене шыраса заявкăсем ял хуçалăх предприятийĕсенчен (21,7 процент), муниципаллă пĕрлешÿсенчен (44,9 процент) тата суту-илÿ тытăмĕнчен (8,6 процент) ытларах килчĕç.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем Россия Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 10-мĕшĕнчи 149-мĕш "-лĕ указĕпе килĕшÿллĕн инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприяти нумай пурнăçларĕç. Тĕллевлĕ çак программăпа «Энергосервис», «Сюрбеево» ОООсене, Р.З.Пахалов, В.И. Краснов уйрăм предпринимательсем патне ĕçе вырнаçтарчĕç.
Сăмах май, асăннă саккунпа килĕшÿллĕн инвалидсене вырнаçтармалли пĕр ĕç вырăнне йĕркелеме патшалăх 50 пин тенкĕ уйăрчĕ, инвалид ачасене воспитани паракан ашшĕ-амăшне тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне вырнаçтарнăшăн — 30 пин тенкĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн центр урлă 27 инвалид ĕç тупрĕ, ку вăл ĕç шыраса килнĕ инвалидсен — 90 проценчĕ.
Источник: "Каçал Ен"