10 октября 2012 г.
Наркотик сывлăхшăн сиенлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Анчах та чылайăшĕ ăна пĕрремĕш хут тутанса пăхас тенĕ чухне темшĕн çакăн çинчен шутламасть. Кайран, «шурă вилĕм» серепине çаклансан çеç, çак чăнлăха аса илет, сиенлĕ йăларан писме хăтланать, анчах усăсăр. Унчченрех наркотикпе усă куракансем пысăк хуласенче çеç тĕл пулкаланă пулсан, халĕ вĕсем ялсенче те пайтах. Хамăр районти лару-тăрупа паллашас тесе РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнчи обществăлла йĕрке сыхлавĕн полицийĕн начальникĕн çумĕпе С.А.Кокоревпа курса калаçрăм.
— Сергей Арсентьевич, наркотиксемпе кĕрешесси полици ĕçченĕсемшĕн чи пысăк тĕллевсенчен пĕри пулнине пĕлетпĕр. Ку енĕпе районта хальхи вăхăтра мĕнле мероприятисем туса ирттеретĕр?
— Паллах, чи малтанах наркотиксемпе усă куракансен шучĕ ан ÿстĕр тесе профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр. Ялсене тухса çÿретпĕр, халăхпа тĕл пулса наркотиксен сиенĕ, вĕсене саракансем çинчен калаçатпăр. Йĕркене пăсакансене мĕнле яваплăх кĕтнине те пытармастпăр. Çавăн пекех вăл е ку çын наркотиксене халăх хушшинче сарма тăрăшнине пĕлсен пире пĕлтерме ыйтатпăр. Çулсеренех наркотиклă япаласене туса илекенсене, сутакансене тупса палăртма «Мăкăнь» операци йĕркелетпĕр. Кăçал вăл майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Çак хушăра сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр, кăтартусем те япăх мар.
— Паянхи куна наркотиксене халăх хушшинче саракансем, усал йăлана ыттисене те хăнăхтарма тăрăшакансем тата ытти майпа йĕркене пăсакансем районта пур-и; Вĕсемпе мĕнле кĕрешетĕр?
— Шел пулин те, çакăн евĕр тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Акă, кăçал оперативлă шырав мероприятийĕсене ирттерсе районта наркопритон йĕркеленине тупса палăртнă. Çак тĕслĕхпе Россия Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 232 статйипе («Наркотиклă е психотроплă эмелсене усă курма притонсем йĕркелени е вĕсене тытса тăни») уголовлă ĕç пуçарнă. Унсăр пуçне Россия Федерацийĕн Административлă кодексĕн 6.9 статйипе («Тухтăр хушмасăр наркотиклă е психотроплă эмелсемпе усă курни») административлă 6 протокол çырнă. «Мăкăнь» операци вăхăтĕнче пахчасенче пысăк лаптăкра мăкăнь ÿстерекенсене тупса палăртнă, 5 çынна асăрхаттарнă, çак ÿсен тăрана çитĕнтерме чарнă.
— Наркотиксемпе çыхăннă районти лару-тăрăва епле хаклатăр?
— Кăçал ку енĕпе чылайрах ĕç пуçарнă пулсан та япăх тесе каламалла мар. Тăрăшмалли, паллах, чылай, тунă ĕçсемпе çеç çырлахма юрамасть. Полици ĕçченĕсен алă усса ларма вăхăт çук тесен те юрать. Çапах та районта йĕрке хуçалантăр тесе малалла та вăй хума хатĕр эпир. Район çыннисем пире ку енĕпе май килнĕ таран пулăшу парасса шанатпăр.
— Ăнăçу сунатпăр сире ĕçре. Калаçушăн тавтапуç.
Источник: "Каçал Ен"