10 октября 2012 г.
Прокуратура ĕçченĕсем патне çынсенчен вĕсем нихçан та йĕркелемен фирмăсемшĕн налук тÿлемелли çинчен ыйтса çырнисем пирки заявленисем килеççĕ. Тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн вара çакă палăрать: заявительсем паспортсем çухатнă е ытти региона ĕçлеме кайсан «хуçасене» паспортсене вăхăтлăха упрама панă. Вăхăт иртсен вĕсен ячĕсемпе тĕрлĕ регионсенче коммерци фирмисем уçни тата парăмсем пулни çинчен хут килнĕ.
2011 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 419 №-лĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Россия Федерацийĕн Уголовлă кодексне пĕр кунлăх фирмăсем туса хунăшăн явап тыттармалли статьясене улшăнусем кĕртнĕ.
Уголовлă кодексăн 171.1 статйипе килĕшÿллĕн айăплă çынсене 5 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пулать. Çак кодексăн 173.2 статйи тăрăх вара преступлени тунă çынна 3 çул таран «кирпĕч шутлама» хупма пулать.
Асăннă статьясемпе пуçарнă уголовлă ĕçсене Россия Федерацийĕн Следстви Комитечĕн тата Шалти ĕçсен органĕсен следователĕсем тишкерĕç.
Источник: "Каçал Ен"