АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уççăнлăх рейтингĕнче Михаил Игнатьев – 35-мĕш

10 октября 2012 г.

Россия субъекчĕсен пуçлăхĕсен сентябрьти уççăнлăх рейтингне ирттернĕ. Ку хутĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр-шыври 83 регион ертÿçи хушшинче 35-мĕш вырăн йышăннă. Вăл Мускав облаçĕн тата Санкт-Петербург губернаторĕсенчен Сергей Шойгупа Георгий Полтавченкоран, Тутарстан президентĕнчен Рустам Миннихановран та маларах. Рейтингăн чи çÿлти картлашки çинче — Магадан облаçĕн губернаторĕ Николай Дудтов. Атăл çи федераллă округĕнчи лидер — Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов. Ăна Твиттерта активлă пулни мала тухма май панă.

Массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн чи «хупă» пуçлăхсем — Алексей Орлов (Калмыки), Роман Копин (Чукотка АО), Таймураз Мамсуров (Çурçĕр Осети) тата Леонид Маркелов (Мари Эл).

Чăваш Енре ĕç тăвакан органсен ертÿçисен информациллĕ уççăнлăхне хаклакан рейтинг та ирттереççĕ. Информаци политикин министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, сентябрьте чи уçă ведомство Строительство министерстви пулнă. Çавăн пекех Сывлăх сыхлавĕн тата Вĕренÿ министерствисем — лидерсем шутĕнче. Патшалăх комитечĕсем (халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службисĕр пуçне) тата Юстици, Çут çанталăк, Транспорт министерствисем уççăнлăха юратсах кайманни палăрнă. Çав вăхăтрах Минюст хăйĕн сайтне хыпарсемпе тултарассипе лайăххисем шутĕнче. Культура тата Спорт министерствисем те нумай хыпар вырнаçтарнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика