06 октября 2012 г.
Нумаях пулмасть район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта чи малтанах район прокурорĕн пулăшаканĕ А.И. Петров тухса калаçнă, «Ветерансем çинчен» федераллă саккун мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов Раççей пенси законодательствинчи улшăнусене тишкернĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина «Ветерансем çинчен» федераллă саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен каласа панă. «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» обществăн районти совечĕн председателĕ В.И.Пундяков пенсионерсен сывă пурнăç йĕрки çинчен, ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне ирттересси тата ветерансен пуçламăш организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсене йĕркелесси çинчен тухса калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе паллаштарнă. Юлашкинчен обществăлла ĕçре хастар, ветерансен юхăмне аталантарас тесе тăрăшакан пенсионерсене — В.И.Пундякова, К.В.Жестянкинана, А.С.Васильевăна, Г.А.Индюкова, Ю.И.Соколовăна, Г.И.Индюковăна — Чăваш Республикин Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕн Хисеп грамотисене панă.
Источник: "Каçал Ен"