06 октября 2012 г.
Сутуçă йăл кулăпа кĕтсе илсен, ăшшăн сăмахласан, кашни килмессерен мĕн ыйтнине туллин тивĕçтерме тăрăшсан, ун патне туянакансем те ытларах туртăнаççĕ. Шăпах çакăн пек ырă чунлă çын ĕçлет те ĕнтĕ Комсомольски райповĕн Йăлмахва ялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче.
Ольга Корнилова Етĕрне районĕнчи Тури Мучар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăванĕсем хушшинче суту-илÿ енĕпе ĕçлекенсем пулмасан та темшĕн вăл ача чухнех сутуçă ĕçне килĕштернĕ. «Ытти хĕр ачасем пуканелле, апат пĕçермелле выляма кăмăлланă пулсан, эпĕ вара мĕн пĕчĕкрен лавккалла выляма юрататтăм. Кивĕ хаçатсенчен укçа касса кăлараттăмăр та теттесене, ытти ăпăр-тапăра сутаттăмăр», — аса илет Ольга Владимировна. Çавăнпах та ĕнтĕ професси суйлас ыйту уншăн йывăр пулман, вăл пĕр иккĕленсе тăмасăрах сутуçă пулма шут тытнă.
О.Корнилова райпо тытăмĕнче 5 çул вăй хурать. Ĕçри пĕрремĕш куна халĕ те ас тăвать вăл. «Паллах, туянакансем умне пĕччен тăрса юласси шиклентеретчĕ. Пултараймасран, çынсем ыйтнине тивĕçтереймесрен хăраттăм. Майĕпен хăнăхрăм», — пĕлтерет сутуçă. Ĕçре ăна чи килĕшекенни — кунĕпе çын хушшинче пулни, тĕрлĕ çынсемпе калаçма май пулни. Çапла кун мĕнле иртни те сисĕнменнине палăртать вăл.
Йăлмахвара çулталăк ытла çеç ĕçлет пулсан та ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ Ольга Владимировна. «Нихăçан та сиввĕн кĕтсе илни пулман унăн. Яланах сăн-питне йăл кулă çутатать, ăшшăн сăмахланăшăнах магазина каяс килсе тăрать», — теççĕ ял çыннисем.
Источник: "Каçал Ен"