06 октября 2012 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва эрнесерен тишкерет. Çынсене — ĕç тупма, ĕç паракана вара ĕçлекенсемпе тивĕçтерме тăрăшать.
Акă, пахча çимĕç пухнă хĕрÿ вăхăтра нумай çынна «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсене, «Заря», «Луч», «Асаново» тата ытти ял хуçалăх производство кооперативĕсене вырнаçтартăмăр.
Сăмахран, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 23 çынна обществăлла ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Унсăр пуçне ЯХПКсене уроксем хыççăн шкул ачисем те пулăшаççĕ. Сентябрь уйăхĕнче кăна районти 4 шкултан çул çитмен 95 ача уй-хирсенче тăрăшрĕ. Çĕнĕ Мăрат, Асанкасси, Нĕркеç вăтам, Анат Тимĕрчкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем хĕрÿ тапхăрта пысăк пулăшу пачĕç. Ĕçленĕ вăхăтра вĕсене вĕри апатпа тивĕçтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"