АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсен ларăвĕнче

06 октября 2012 г.

Çак кунсенче район администрацийĕн çуртĕнче районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Депутатсем тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухса йышăнусем турĕç.

Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А. Краснов «Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи 2010—2015 çулсем валли энергие перекетлес тĕллевлĕ муниципаллă программи» мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ.

РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрă-мĕн 2012 çулхи 9 уйăхри ĕçне уйрăм начальникĕ Г.Кокшин тишкерчĕ, преступлени тăвасси юлашки çулсенче чакса пынине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех халăх полицие ытларах шанма пуçланине, час-часах тĕрлĕ ыйтусемпе пынине палăртрĕ. Чылай преступленин тĕп сăлтавĕ эрех-сăра ĕçни пулнине кура алкоголь продукцине сутма юракан вăхăта палăртма, çĕрлехи вăхăтра сутма чарма сĕнчĕ.

Çавăн пекех ларура депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен 2011 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнчи 2Ÿ73 "-лĕ «Комсомольски районĕн муниципаллă пурлăхĕн 2012 çул валли прогнозлă планĕ (приватизаци) çинчен тата Комсомольски районĕн муниципаллă пурлăхне 2012—2014 çулсенче приватизацилессин тĕп енĕсем çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ, награда материалĕсене пăхса тухнă, хушма ыйтусене тишкернĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика