АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта Пĕтĕм Раççейри гражданла оборона тренировки иртрĕ

06 октября 2012 г.

Россия Федерацийĕн Правительствин порученийĕпе тата Чăваш Республикин гражданла оборона руководителĕн — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн хушăвĕпе октябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре ĕç тăвакан тĕрлĕ шайри влаç органĕсемпе гражданла оборонăпа тренировкăсем иртнĕ.

Çĕр-шывăн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев РФ мĕнпур регионĕсенче чрезвычайлă лару-тăруран асăрханас енĕпе еплерех хатĕррине тĕрĕслес тĕллевпе вĕрентÿ йĕркелессине пĕлтернĕ. «Кун йышши ятарлă тренировкăсене ирттерни питĕ усăллă. Гражданла хÿтĕлев ĕçĕсене тата çут çанталăк инкекĕсенчен сыхланас енĕпе вăхăтра иформацие халăх патне илсе çитерни пире ĕçе вăхăтра, кирлĕ пек пурнăçлама пулăшать», — тенĕ Дмитрий Анатольевич.

Комсомольски районĕнче çак вĕрентÿсене хатĕрленсе ирттерессине районти гражданла оборона руководителĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев ертсе пычĕ. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн тренировкăсене йĕркелеме ятарлă штаб туса хунă. Районти тĕрлĕ службăсен тата райадминистрацин структурисене пĕтĕм пурлăхпа тата инструментсемпе тивĕçтерме, кирек хăш вăхăтра та хатĕр тăма хушу пачĕ.

Енчен те пурнăçра инкек сиксе тухас пулсан, йывăрлăхсем самаях кулянтараççĕ. Çавăнпа та гражданла оборонăшăн яваплă çынсен яланах хатĕр пулмалла. Çакăнтан çынсен пурнăçне çăлса хăварасси нумай килет-çке.

Вĕрентĕве хатĕрленсе ирттернĕ май штаб членĕсем тĕрлĕ ыйтусене тĕплĕн пăхса тухрĕç, вăл е ку чрезвычайлă лару сиксе тухсан мĕнле утăмсем тумаллине палăртрĕç. Тĕрлĕ службăсен ертÿçисемпе комиссисен председателĕсем чрезвычайлă лару-тăруран тухмалли малтан пурнăçламалли задачăсем çинче чарăнса тăчĕç. Районти гражданла хÿтĕлевпе çыхăннă информацие оперативлă пуçтарса Россия МЧСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн тĕрĕслев ушкăнне вăхăтра парассине йĕркелерĕç штаб членĕсем.

Тренировкăна вĕçленĕ май районти гражданла оборона руководителĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев пĕтĕмлетÿсем турĕ. Унта хутшăннисене гражданла хÿтĕлев ĕçĕсене тата çут çанталăк инкекĕсенчен сыхланас енĕпе оперативлă, хăвăрт хатĕрленишĕн тав турĕ. Пухăннисене гражданла оборона системине ĕçлеттерсе янăранпа 80 çул çитнĕ ятпа саламларĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика