АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех-сăра – сывлăхшăн тăшман

03 октября 2012 г.

Тăтăшах эрех-сăра ĕçсе ашкăнни çынна ир ватăлтарать, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каясси патне илсе çитерме пултарать. Çак чăнлăха та, çавăн пекех алкоголь хăрушă наркăмăш пулса тăнине те пурнăç тахçанах çирĕплетсе панă. Алкоголизм тыткăнĕнчен хăтăлма пултарайман ар çынсем ĕçе-ĕçе вилнине çулсем тăрăх тишкерсе тухнă та çакна палăртнă: вĕсенчен чылайăшĕ пурнăçăн чи лайăх тапхăрĕнче — 50 çула çитиччен вилсе выртнă. Ĕçкĕпе иртĕхекен ар çынсенчен 25 проценчĕ çеç 60 çула пурăнса çитет. Тухтăрсем ĕçкĕçсем ытларах мĕнле чирсемпе чирленине пĕлес тĕллевпе сăнав ирттернĕ, вĕсен ытларах чухне сывлав органĕсем йĕркерен тухнине тупса палăртнă.

Палăртмалла: алкоголиксем хушшинче, эрех-сăрапа айкашман çынсемпе танлаштарсан, ир вилекенсен шучĕ чылай пысăкрах. Çамрăклах эрех-сăра ĕçсе иртĕхме тытăннă 1014 çынна сăнаса çакна палăртнă: пирвайхи хут тĕрĕслесе пăхнă хыççăн 3 çул иртсен, вĕсенчен 45-шĕ вилсе выртнă. Вилĕм сăлтавĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта — çынсем хăйсене хăйсем вĕлерни е урăх пÿкле вилĕмпе пурнăçран уйрăлни, иккĕмĕшĕнче — тĕрлĕ чирсем. Ученăйсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсенче çакна та палăртаççĕ: сăнаса пурăннă алкоголиксен 20 проценчĕ ÿсĕрле тĕрлĕ инкеке лекнине пула, 20 проценчĕ — чĕри ĕçлеме пăрахнипе, 9 проценчĕ усал шыçă чирĕсене пула вăхăтсăр вилнĕ. Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголиксем хушшинче туберкулезпа чирлесси 3—4 хут нумайрах тĕл пулать. Ют çĕр-шывсенчи ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, туберкулезпа чирлекенсем хушшинче ĕçкĕçсем 30—40 процент таранах.

Ĕçмелле е ĕçмелле мар; Çак ыйту çине хăвăрах хурав тупасса, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвасса шанатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика