03 октября 2012 г.
Пирĕн районта ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ парассишĕн вăй-халне шеллемен, профессие чунтан парăннă педагогсем нумай. Вĕсем пеккисене Турăран килнĕ учитель, теççĕ. Хăйĕн чăтăмлăхне, пултарулăхне пула чăн-чăн педагог ятне илнĕскерсенчен пĕри — Галина Симакова. Вăл коллективра та, вĕренекенсем хушшинче те тивĕçлипе хисепре.
Галина Сергеевна Шурутри вăтам шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать. Ăна пĕлекенсем пурте вăл хастар та пултаруллă, ăста пулнине палăртаççĕ.
Г.Симакова чăннипех те пуçаруллă, ăста, хăйĕн ĕçне чунтан парăнса ĕçлени курăнать. Творчествăлла ĕçлекен ертÿçĕн çумĕн сĕнĕвĕсем учительсемшĕн хуть мĕнле пуçарура та вырăнлă.
Галина Сергеевна хăйĕн тавра курăмне тăтăшах ÿстерет. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать педагог. Концерт-сенче ял-йыш умĕнче гитарăпа каласа юрă шăрантарать, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче те кăмăлтан тупăшать.
— Тăрăшмасăр ÿсĕм пулмасть. Кашнин тĕллев ларт-малла, ун патне ăнтăлмалла,— тет хастар педагог.
Вăл ĕçре тăрăшуллă пулнине Хисеп грамотисем те çирĕп-летеççĕ. Акă, кăçал та вăл район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçрĕ.
Галина Сергеевна вĕренекенсен пултарулăхне, тавра курăмне аталантарас тесе ырми-канми тăрăшать: шкулта тăтăшах конкурссем, кану каçĕсем, эрнелĕхсем йĕркелеме пулăшать.
Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе те час-часах курса калаçать, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене татса парать.
— Çамрăксемпе — çамрăк, ваттисемпе ватă пек калаçнăшăн Галина Сергеевнăна хисеплетпĕр,— теççĕ вĕсем.
Вĕрентекен икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ.
— Асанне те пултăм. Пушă вăхăт тупăнсанах мăнукпа йăпанатăп, — терĕ Галина Сергеевна.
Источник: "Каçал Ен"