АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапăçу хирĕнче палăрнă

26 сентября 2012 г.

Тăван район, республика историйĕпе интересленнĕ май час-часах тĕрлĕ музейсенче, архивсенче пулатăп. Нумай çул каяллахи документсем хушшинче темĕнли те лекет, тĕрлĕ çынсен пурнăçĕпе паллашма тÿр килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче çуралнă çынсен шăписене тишкеретĕп те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп: лăпкă мар вăхăтра çут тĕнчене килнĕскерсем пурнăç тăршшĕпе мĕн кăна курман-ши?

Нумаях пулмасть виçĕ вăрçа хутшăнса хăюлăхпа палăрнă хамăр район çыннин Федор Игнатьевич Медведевăн докуменчĕсем алла лекрĕç. Виçĕ вăрçăра пулнă тесе калама çеç çăмăл, çакна куç умне кăларса тăратас тесен вара хăрушă пулса каять, çирĕплĕхшĕн, хăрушлăх умĕнче пуçне усманнишĕн çынна тÿрех хисеплеме пуçлатăн.

Федор Медведев 1937 çулта çара кайнă. 1939 çулхи сентябрь уйăхĕнче вара вĕсен чаçне Хĕвел анăç Белоруссине ирĕке кăларнă çĕре хутăштарнă. 1940 çулта вăл финнсемпе çапăçнă. 1942 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа мĕн вăрçă пĕтичченех Ф.Медведев Тăван çĕр-шыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ. 1946 çулта çеç ăна демобилизациленĕ, вара тинех аслă сержантăн тăван ялне таврăнса мирлĕ ĕçе кÿлĕнме май килнĕ.

Манăн умра 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче çырса хатĕрленĕ награда хучĕ. Унта 84-мĕш стрелковăй корпусăн 986-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕн 1-мĕш ротин отделени командирне Ф.И.Медведева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама тăратни çинчен çырнă, унăн çапăçури хăюлăхĕ çинчен пĕлтернĕ. Çапла ун çинчен çине тăма пĕлекен, хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр малалла талпăнакан связист, пултаруллă, тĕслĕхлĕ командир, кĕтмен лару-тăрăва лексен çаврăнăçулăхпа палăракан Хĕрлĕ Çар салтакĕ тесе çырнă. Сентябрĕн 15—30-мĕшĕсенче, наступлени пынă вăхăтра, Ф.Медведев нимĕçсен пулисем айĕнче 70 хутчен лини çине тухнă, юрăхсăра тухнă çыхăну линине 45 хутчен юсанă. Кăтартнă паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама тăратнă пулсан та, штабра ларакансене вăл ку ордена тивĕçсĕр пек туйăннă пулмалла, вĕсем ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.

Манăн алăри тепĕр документ вара 1945 çултанпа упранать. Унта Ф.Медведев аслă сержанта анлă тавра курăмлă, яваплăха туякан, хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлакан кĕçĕн командир тесе хаклаççĕ, каллех Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тăратаççĕ. Ку хутĕнче вара аслă сержант орденлă пулатех. Вăрçă çакăнпах пĕтмест-ха, аслă сержантăн тата та нумай хут пульăсем айĕнче çÿреме, çыхăну линийĕсене юсама тивет. Хăшĕсемшĕн вара вăрçă штабра ларсах иртет.

Унтанпа нумай çул иртнĕ ĕнтĕ. Ф.И.Медведев пурнăçран уйрăлнăранпа та çирĕм çула яхăн. Çапах та халăх çапăçу хирĕнче палăрнă хăйĕн чăн-чăн паттăрĕсене асрах тытасса шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика