26 сентября 2012 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче вĕренÿ тата ăслăлăх сферисен надзорĕн федераллă служби вĕренекенсен ППЭ предмечĕсемпе пуçтармалли чи пĕчĕк балсен шайне палăртнă. Балсен çак шайĕ ача федераллă патшалăх вĕренÿ стандарчĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн вĕренÿ программине ăса илнине çирĕплетет.
Çапла вара вырăс чĕлхипе — 36 балран, математикăпа — 24 балран, физикăпа, химипе, биологипе — 36 балран, информатикăпа тата информаципе культура технологийĕсемпе — 40 балран, историпе, литературăпа — 32 балран, географипе — 37 балран, обществознанипе — 39 балран, ют чĕлхесемпе 20 балран кая мар пуçтармалла.
Источник: "Каçал Ен"