АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем аван

26 сентября 2012 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нумайрах сĕт суса илеççĕ. Сентябрĕн 21-мĕшĕнчи вăтам сăвăм 12,7 килогрампа танлашать (пĕлтĕрхи кăтарту — 11,2 килограмм). Чи нумай сĕт суса илекен — «Рассвет» ЯХПК. Кунта талăкра кашни ĕне пуçне 19,2 килограмм сĕт сăваççĕ (пĕлтĕрхинчен 4,8 килограмм нумайрах). Иккĕмĕш вырăнта — «Искра» колхоз (16,8 килограмм), виççĕмĕшĕнче — «Пайгас» ЯХПК (15,5 килограмм). Çавăн пекех «Дружба», «Труд», «Победа» ЯХПКсенче, «Родина» ООО» фермер хуçалăхĕнче пĕлтĕрхинчен чылай ытларах суса илнĕ. Районти 5 хуçалăхра сăвăм пĕлтĕрхинчен сахалрах.

Çавăн пекех районти 9 хуçалăхра халăхран сĕт пуçтараççĕ. Сентябрĕн 21-мĕшĕнче пурĕ 10,4 тонна пуçтарнă, çав шутра «Дружба» ЯХПКра — 2,3 тонна, «Урожай» колхозра — 1,98 тонна, «Трудра» — 1,95 тонна, «Асановăра» — 1,82 тонна.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика