26 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пурĕ 1396 гектар çинчи çĕр улмине кăларнă. Çакă пĕтĕмĕшле лаптăкăн 68 проценчĕпе танлашать. Ку ĕçе вĕçленĕ хуçалăхсем те пурри савăнтарать. Акă, «Искра» колхозра, «Асаново», «Алга», «Победа» ЯХПКсенче, «Родина» ООО» фермер хуçалăхĕнче тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» хирсенчен пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ. Хальлĕхе районĕпе пурĕ 26102 тонна çĕр улми туса илнĕ, вăтам тухăç 187 центнерпа танлашать.
Пахча çимĕç культурисене пуçтарса кĕртесси те малалла пырать. Вĕсем йышăнакан 124 гектартан 50 гектарĕ çинче ĕçсене вĕçленĕ, 1213 тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ, çав шутра 873 тонна — «Комсомольские овощи» агрофирмăра, 300 тонна — «Родина» ООО» фермер хуçалăхĕнче.
Районĕпе пурĕ 8214 гектар çинче çĕртме тунă. Çакă планпа палăртнин 55 проценчĕпе танлашать. «Урожай» колхоз (1300 гектар), «Дружба» (550) , «Луч» (500 ), «Рассвет» (420 ), «Восток» (410 ) ЯХПКсем ку енĕпе малта пыраççĕ.
Районта кĕрхи культурăсене акса пĕтернĕ. Пурĕ ку ĕçе 3582 гектар çинче пурнăçланă. Çанталăка тата ытти условисене пула планпа палăртнă чухлĕ акма май килмен, маларах палăртнин 72 процентне çеç пурнăçланă. Ку енĕпе чи ăнăçлă ĕçленĕ хуçалăхсем: «Слава картофелю» агрофирма — 507 гектар, «Труд» — 252 гектар, «Дружба» — 240 гектар, «Дубрава» — 223 гектар, «Алга» ЯХПК тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ — 200-шер гектар.
Источник: "Каçал Ен"