19 сентября 2012 г.
Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра пĕлÿ пухакан Ростислав Романова преступлени уçса пама пулăшнăшăн савăнăçлă линейкăра чысланă.
«Ростислав пек таса чунлă, киревсĕр ĕç патĕнчен курмăш туса иртмен ачасем ытларах пулсан «тĕттĕм» преступленисем те сахалрах пулĕччĕç»,— тенĕ Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн полици подполковникĕ Сергей Кокорев, вĕренекене тав туса.
Мероприятире Р.Романова районти шалти ĕçсен пайĕн Хисеп грамотипе, хаклă парнепе чысланă.
Ĕç-пуç çапла пулнă: çуллахи каникул кунĕсенче çул çитмен икĕ ача велосипедсем вăрланă. Вĕсене «уралантаракансене» тупма Ростислав пулăшнă.
Сăмах май, Р.Романов вĕренÿре те, спортра та малтисен ретĕнче. Пĕр хутчен кăна мар математикăпа олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулнă. Унăн чи юратнă спорт тĕсĕ — хоккей. «Атте пекех, хоккеист пулас килет»,— тет вăл.
Источник: "Каçал Ен"