АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйĕсене виçрĕç

19 сентября 2012 г.

Иртнĕ вырсарни кун «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплекс стадионĕнче çăмăл атлетика ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна районти ача-пăча спорт шкулĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç.

Старта тухакансене ăнăçу сунса Александр Пундяков сăмах каларĕ.

Чи малтанах хĕр ачасем 60 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Пĕрремĕш вырăна Гелия Тазетдинова (Комсомольски 2-мĕш) тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Катерина Кадыковăпа (Аслă Чурачăк) Валентина Галкина (Комсомольски 2-мĕш) çĕнсе илчĕç.

Вĕсем хыççăн старта арçын ачасем тухрĕç. 60 метра чупса Григорий Плеткин (Нĕркеç) пĕрремĕш, Алик Силеменкин (Хырай Ĕнел) — иккĕмĕш, Артем Филиппов (Комсомольски 2-мĕш) — виççĕмĕш пулчĕç.

400 метра чупакансем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çак дистанцире Гелия Тазетдиновăпа Григорий Плеткина çитекенсем пулмарĕç, вĕсем пĕрремĕшсем чупса тухрĕç. Алена Деменкова (Александровка), Александр Соловьев (Комсомольски 1-мĕш) иккĕмĕш, Анжела Ильина (Хырай Ĕнел), Артем Филиппов (Комсомольски 1-мĕш) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

800 метрлă дистанцие чупса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 9-мĕш «в» класра пĕлÿ пухакан Ирина Тимофеева ытти спортсменсене чылай хыçала хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Катерина Кадыкова — иккĕмĕш, Галина Федорова (Нĕркеç) виççĕмĕш пулчĕç.

Арçын ачасем 1500 метра чупса вăйĕсене виçрĕç. Çак дистанцире финиша Евгений Кабалин (Хырай Ĕнел) — пĕрремĕш, Илнас Бетертдинов (Хирти Мăнтăр) — иккĕмĕш, Валерий Волков (Нĕркеç) виççĕмĕш çитрĕç.

Хутăш эстафетăра чи ăстисем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем пулчĕç. Иккĕмĕш — Тукаймишерсем, виççĕмĕш вырăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç.

Каярахпа старта районти шкулсенче 10—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем тăчĕç. 100 метрлă дистанцире Инга Кондратьевăна (Комсомольски 2-мĕш) çитекенни пулмарĕ. Карина Долгова (Комсомольски 1-мĕш) — иккĕмĕш, Фириде Миначева (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен çак дистанцире Илнар Хайртдинов (Урмаел) чи маттурри пулчĕ, 12,15 çеккунтра чупса тухрĕ. Хырай Ĕнел каччи Сергей Светличный — иккĕмĕш, Динар Гайнуллов (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

400 метрлă дистанцире чи ăсти Карина Долгова пулчĕ, финиша пĕрремĕш çитрĕ. Эльмира Мирзетзяновăпа (Аслă Чурачăк) Анна Ишмуратова (Хырай Ĕнел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен Сергей Светличный, Григорий Кириллов (Нĕркеç), Илнар Хайртдинов ăсталăхпа палăрчĕç.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Анисия Тарасова, Виктория Кузьмина, Лейсен Мухаметшина 1500 метрлă дистанцире малтисем пулчĕç. Кунта, паллах, Валерий Плешков тренерăн тÿпи пысăк. Унăн воспитанникĕсем Раиль Камальтдиновпа Константин Зубов 3 километра чупса иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем пулчĕç. Çак дистанцире пĕрремĕш вырăна Александр Крысов (Нĕркеç) çĕнсе илчĕ.

Эстафетăпа чупса та ăсталăхне кăтартрĕç çăмăл атлетикăна кăмăллакансем. Хĕр ачасенчен Комсомольски 2-мĕш (пĕрремĕш), Аслă Чурачăк (иккĕмĕш) тата Комсомольски 1-мĕш (виççĕмĕш) вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухакансем палăрчĕç.

Арçын ачасенчен Аслăчурачăксем — пĕрремĕш, Нĕркеçсем иккĕмĕш чупса тухрĕç. Виççĕмĕшсем — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн каччисем.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе наградăларĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика