19 сентября 2012 г.
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 113 çын вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе (работодательсемпе) обществăлла ĕçе вырнаçтарнине çирĕплетсе 57 договор тунă. Çакăн пек ĕçе вырнаçакансене 1700-шер тенкĕ центр тÿлет, унсăр пуçне тата ĕçпе тивĕçтерекен — ĕç укçи.
Сăмах май, обществăлла ĕçсене вырнаçтарма 2012 çулта республика бюджетĕнчен 233590 тенкĕ уйăрнă, çак тĕллевпе 142324 тенкĕ укçа тăкакланă.
Организацисен, предприятисен ертÿçисене уй-хиртен пахча çимĕçсене пухнă вăхăтра вăхăтлăха çынсене ĕçе илме чĕнсе калатпăр.
Источник: "Каçал Ен"