19 сентября 2012 г.
Раççейре сиплевпе санитари ĕçне 19-мĕш ĕмĕрте пуçласа янă. Ун чухне ăна Полици министерствин департаменчĕн управленийĕ йĕркелесе пынă. 1826 çулта ăна Шалти ĕçсен министерствине куçарнă.
Кĕпĕрнесенче çак департамента пăхăнса тăракан врач управленийĕсем пулнă. Вĕсем чир-чĕрсен сăлтавĕсене тупса вĕсене малалла аталанма чарас, сиплев çурчĕсем йĕркелес тесе тăрăшнă, суд медицини енĕпе те ĕçленĕ. Врач управленийĕсем «Врач уставĕпе» килĕшÿллĕн хулари тасалăха тишкернĕ, апат-çимĕçе тĕрĕсленĕ, халăх сывлăхне тытса пымалли йĕркесене палăртнă, вĕсене мĕнле пăхăннине сăнаса тăнă.
1922 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче РСФСРăн халăх комиссарĕсен Совечĕ «Республикăри санитари органĕсем çинчен» декрет кăларнă. Çак куна санитарипе эпидемиологи службине туса хунă кун тесе шутлаççĕ. Санитарипе эпидемиологи уйрăмĕсем районсенчи тĕп больницăсен пайĕсем шутланнă. 1939 çулта Патăрьелĕнчи санэпидстанцине йĕркеленĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче служба инфекциллĕ чирсем çине чи пысăк тимлĕх уйăрнă, эпидемисем сиксе тухасран сыхланă. Медицина ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула çак чирсемпе ăнăçлă кĕрешме май килнĕ. 1943 çулта Комсомольскинче санэпидстанци уçаççĕ. Унта тĕп врачра тĕрлĕ çулсенче А.С.Васильев, В.В.Фролов, Ю.В.Дубов, В.И.Белявский, А.Г.Титов, В.Ф.Козелков тăрăшаççĕ.
Вăрçă хыççăн СССР Сывлăх министерстви «Пĕрлĕхлĕ санитарипе эпидемиологи служби туса хурасси çинчен» хушу кăларать. Эпидемиолог-врачсем инфекциллĕ тата паразитсем урлă ерекен чирсем сарăласран асăрхаса тăнă, санитари культурине ÿстерес тесе вăй хунă. Çапла вара вĕсем тăрăшнипе республикăра 1949 çултанпа тифпа, 1959 çултанпа — малярипе, 1960 çултанпа эпидеми энцефаличĕпе чирлекенсем пулман.
1991 çулта санитарипе эпидемиологи службин ĕçĕнче çĕнĕ страница уçăлнă. Служба ведомство пăхăнăвĕнчен тухнă, централизациленĕ управлени шайне куçнă, федераллă бюджетран укçа-тенкĕ илме пуçланă.
2004 çулта Потребительсен прависене хÿтĕлекен федераллă служба (Роспотребнадзор) туса хунă. Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тĕп врачне А.С.Трофимова лартнă. Кайран Роспотребнадзорăн çак уйрăмне Ю.Н.Исливанов, Н.М.Сергеева, С.Е.Петрянкина ертсе пынă. Чылай çул хушшинче санитарипе эпидемиологи службин ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлама, республикăри санитари условийĕсене йĕркелесе тăма пултарнине палăртмалла.
Санитарипе эпидемиологи службинче тăрăшакансене, кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене пурне те служба 90 çул тултарнă ятпа саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"