19 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче «Олимпийский» тĕп стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем 74-мĕш хут иртрĕç. Ăна Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинне А.Г.Николаева халалланă. Эстафетăна пуçтарăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт уявĕпе саламларĕ.
Республика Пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене тата ытти шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшнăшăн тав турĕ. Çак кун спортсменсен аллейинче спортăн тĕрлĕ енĕпе тĕнче ша-йĕнче чапа тухнă паллă спортсменсен ячĕсене асăну палăкĕсенче çырса хăварма йышăннă. Лондонри çуллахи XIV Паралимп вăййисенче виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Елена Ивановăпа унăн тренерне Валерий Васильева Михаил Игнатьев «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕ. Елена Ивановăна çавăн пекех хваттер тата укçан пулăшу илмелли сертификатсене пачĕç.
Ăмăртусем VIР-чупуран пуçланчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Паралимп вăй-йисен чемпионки Елена Иванова, республикăри тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем старта тухрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди хисеплĕ иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Михаил Игнатьевпа Елена Иванова студентсен прессин çĕнтерÿçисене чысларĕç.
Массăллă информаци хатĕрĕсен командисем (пурĕ — 26) хушшинче те тупăшу çивĕч иртрĕ. Хальхинче те студент хаçачĕсен командисене çитекенсем пулмарĕç. Çемье командисен тупăшăвĕнче тĕп хулари Ивановсем мала тухнă. 8—14 çулсенчи ачаллă çемьесен йышĕнче Шупашкарти Калинин районĕнчи Пушкинсем çĕнтернĕ. Ветерансем хушшинче «Коммуналлă технологисем» уçă обществăн туслă команди пĕрремĕш пулнă. «Кĕмĕлпе» «бронза» — «Промтракторпа» «Водоканалăн» (Çĕнĕ Шупашкар).
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен командисен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ĕçченĕсем — 1-мĕш вырăнта, Вăрнарсемпе Элĕксем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.
Источник: "Каçал Ен"