АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿçĕсем те çавăнпах кăвакарнă

15 сентября 2012 г.

Кĕçĕн Каçалти Кубнински урамĕнчи Виталий Волковăн капмар çурчĕ аякранах курăнса ларать. Çитес кунсенче вăл 80 çул тултарнине паллă тăвать.Чылай терт-нуша курнă ветеран, çÿçĕсем кăвакарнă пулсан та, 100 çула çитме ĕмĕтленет.

Паянхи кун Виталий Викторович хăйĕн мăшăрĕпе Августина Степановнăпа кăна пурăнать.

Витя тете çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Урăхла май та пулман хаяр вăрçă çулĕсенче ÿснĕ ачасен. Колхозра хуть мĕнле ĕçе те тунă. «Лашасене питĕ юрататтăм, халĕ вĕсемсĕр тунсăхлатăп. Çавăнпа та бригадиртан лашапа ĕçлемелли ĕç кĕтеттĕм», — аса илчĕ вăл. Лашасене чунтан юратаканскер, ăна яланах килти хуçалăхра та тытнă ветеран.

Виталий Волков 1952 çулта Канашри механизаци шкулне вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсен тăван колхоза таврăнса комбайнерта нумай çул тăрăшать. Пултарулăхне кура вара ăна каярахпа бригадира лартаççĕ. Виталий Викторович тивĕçлĕ канăва тухичченех бригадирта ĕçлет. «Паллах, кашнинпе пĕр чĕлхе тупма йывăр та килнĕ. Ĕçре тĕрĕслĕх тупас тесе вăрçăнса та илни пулнă. Анчах та нихăçан та çынпа хăр-хар калаçман», — терĕ вăл.

Ахальтен мар ĕнтĕ Виталий Викторович çĕр-шывăн пысăк наградисене илме тивĕçнĕ. Уявсенче унăн кăкăрне «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем илемлетеççĕ. Хисеп грамотисен, Тав хучĕсен вара шучĕ те çук.

Мăшăрне те, Августина Степановнăна, ял-йышра, кÿршĕ-аршăра хисеплеççĕ. Вăл Комсомольски райпо тытăмĕнче ĕçлесе (1949–1986 çулсем) тивĕçлĕ канăва тухнă. Кинемей те çĕр-шыв наградисемпе — орденпа тата медальсемпе мухтанма пултарать.

Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ Волковсем. Аслă ывăлĕ Игорь, авиаци училищи пĕтернĕскер, нумай çул вертолет çинче механикра ĕçлесе пенсие кайнă. Евгений вара Ульяновск хулинче çемйипе тĕпленнĕ, май килнĕ таран ашшĕ-амăшĕ патне килсе пулăшма тăрăшать. Хĕрĕ Оля та аслă пĕлÿ илсе специально-çĕпе ĕçлет.

«100 çула çитме тепĕр çирĕм çул кăна юлчĕ. Сывлăхăм кăна ан хавшатăрччĕ», — терĕ Виталий Викторович. Эпир те ăна çавнах сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика