15 сентября 2012 г.
теççĕ Виçпÿрт ялĕнче пурăнакан Прохоровсем. Мария Михайловнăпа Илья Ивановичăн ватлăх куçран пăхнăшăн пăшăрханмалли çук. Сумлă ултă тата çичĕ теçетке çулсене хыçа хăварнăскерсен куç тулли ачисем — 3 хĕрĕпе 7 ывăлĕ пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупни, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем те тăрăшуллă пулни, вĕсен çемйисем ура çине çирĕп тăни, мăнукĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнни ватлăх кунĕсем çитнине, чир-чĕр аптратнине пăхмасăр мал ĕмĕтпе пурăнма хистет. Çур ĕмĕр пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăнакан мăшăрпа иртнĕ кунсенче тĕл пулса калаçрăм.
— Çемьере эпир тетепе иккĕн кăна çуралса ÿснĕ. Аттепе анне колхозра тăрăшнă май, пире те ĕçе çамрăкранах хăнăхтарнă. Хĕвел хĕртме пикениччен каçалăксем çине çитсе мĕн вăл аничченех çум курăк çумланă, — аса илчĕ Мария Михайловна. Ялти шкулта 5 класс пĕтерсенех «Хунав» колхозра ĕçлеме пикеннĕ.
1962 çулта Илья Прохоровпа çемье çавăрнă. «Пирĕн вăхăтра туйсене эрни-эрнипе кĕрлеттернĕ. Пирĕн те çавăн пекех иртрĕ. Ялĕпех хăналанчĕç, сак тулли ача-пăча сунчĕç, çавăнпах нумай ачаллă пултăмăр ĕнтĕ»,— шÿтлерĕ Илья Иванович.
Çити-çитми пурнăç çамрăксен юратăвне аванах тĕрĕс-ленĕ. Анчах та йывăрлăхсем вĕсене хăратман, малалла талпăннă ĕçлеме ÿркенмен мăшăр.
Яланах пусăрăнса ĕçлеме тăрăшнăскерсем, ĕçрен ĕçе суйласа сиксе çÿремен Прохоровсем. Кил хуçи малтан тăван «Хунав» колхозра (каярахпа Ленин ячĕллĕ, «Комсомольский» совхоз — авт.) комбайнерта, хуралçăра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва вара Илья Прохоров районти пушар хуралĕнче чылай çул ĕçлесе тухнă. Мария Михайловна та тăван колхозра тăрăшнă, каярахпа — ялти шкулта.
— Пирĕн вăхăтра хĕрарăмсене йывăр килнĕ. Вĕсен килте выльăх-чĕрлĕхе пăхса, ачасем валли апат пĕçерсе хăварса ĕçе ĕлкĕрмелле пулнă. Ачасене те шкул çулĕсенченех ĕçе хăнăхтарнă, — терĕ ватă.
Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланакан мăшăрăн çурчĕ кашни çул тенĕ пекех ача сассипе тулса пынă. Вун икĕ ача çуратса ÿстернĕ Прохоровсем. Шел пулин те, Михаилпа Илья темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Володьăпа Иван ывăлĕсем çемйисемпе Комсомольскинче тĕпленнĕ. Николайпа Сергей вара тăван ялтах пурăнаççĕ. Петрпа Александр ашшĕпе амăшĕн килĕнчех юлнă. Алексей ытти региона ĕçлеме çÿрет. Хĕрĕсем те тăрăшуллă Мария Михайловнăпа Илья Ивановичăн. Маринăпа Ирина хăйсен пурнăçĕсене суту-илÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Альбина Урмаелне качча тухнă.
Ачисене ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман Прохоровсене. Вĕсене сывă та тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн амăшĕпе ашшĕн çывăрман каçсем мĕн чухлĕ пулнине шутласа та кăлараймăн. Кунĕпех тар тăкса ĕçленĕ хыççăн вĕсен килти ĕçĕсене те тĕрĕслемесĕр канма выртманнине ачисем паян та аса илеççĕ.
«Ытла та хăвăрт шăвать-çке пурнăç урапин кустăрмийĕ, вăхăт иртнине те сисмерĕмĕр»,— терĕ Илья Иванович.
— Хĕрарăм ар çынна ăнлансан — пурнăç пулать. Пĕрне-пĕри итлесе пурăнмалла, — хутшăнчĕ калаçăва кил хуçи хĕрарăмĕ.
Кăçал Прохоровсем ылтăн туй ирттерчĕç. Вĕсене ачисем, 19 мăнукĕ, мăнукĕсен 6 ачи çак ятпа çĕре çити пуç тайса ăшă та ырă сăмахсем каларĕç, тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Источник: "Каçал Ен"