12 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче Донор кунĕ иртнĕ. Ăна районти тĕп больницăн ĕçченĕсем — Ильхамия Адеева врач, аслă фельдшер Луиза Петрова, Алсу Смирновăпа Марина Марина медсестрасем йĕркеленĕ. Вĕсене Роза Михайловăпа Валентина Абдюшева санитаркăсем пулăшнă.
Çак кун пархатарлă ĕçе Алексей Скворцов (Хирти Ĕнел), Диля Зиатдинова (Урмаел) тата ыттисем те пĕрремĕш хут хутшăнчĕç.
Районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕнче ĕçлекенсем 5-ĕн, районти тĕп больницăран 8-ăн юн пачĕç. Комсомольски райповĕнче тата районти шалти ĕçсен пайĕнче тимлекенсем 5-шерĕн пархатарлă ĕçе хутшăннă.
Источник: "Каçал Ен"