12 сентября 2012 г.
Çут тĕнчене килекен кашни чун — пысăк савăнăç. Кăçалхи 8 уйăхра районта 37 ача çуралнă. Вĕсенчен 18-шĕ — хĕр ачасем, 19-шĕ — арçын ачасем. Январь — август уйăхĕсенче пурĕ 226 ача кун çути курнă.
Кăçалхи август уйăхĕнче 35 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, пĕлтĕр — 32-ĕн. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 246 çын вилнĕ, 2011 çулта — 235.
2012 çулхи август уйăхĕнче Мендельсон маршĕ 19 мăшăршăн янăранă, иртнĕ çул çак уйăхра 14 мăшăр туй тунă.
Кăçал январь — август уйăхĕсенче ЗАГС уйрăмĕнче 111 мăшăра регистрациленĕ, 2011 çулта — 129.
Уйрăлакансен шучĕ пĕлтĕрхи август уйăхĕнче 8-па танлашнă, кăçал вара сахалрах — 5.
Ар çынсем çамрăклах çут тĕнчерен ытларах уйрăлни пăшăрхантарать. Кăçалхи август уйăхĕнче вĕсем 23-ĕн вилнĕ, хĕрарăмсем — 12-ĕн.
2012 çулта ар çынсен вăтам ĕмĕрĕ 62 çулпа, хĕрарăмсен 80 çулпа танлашать. С.ПОРТНОВА.
Источник: "Каçал Ен"