АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пула пухса кĕртесси – пĕтĕм халăх ĕçĕ

12 сентября 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республика Президенчĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илмелли право пур граждансен категорийĕсем çинчен» кăларнă 90-мĕш указне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă. Паянхи кун тĕлне ĕç стажне кура асăннă ята 17615 çынна панă. Вĕсенчен 15215-шĕ (86:) çак сăлтавпа уйăхсерен укçан тÿлев илет, ыттисем çăмăллăхлă урăх категорисен шучĕпе тÿлев памалли правăна суйласа илнĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 4,5 пин çынран документсем йышăнма палăртаççĕ, çавна май раштав вĕçленнĕ тĕле «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тата 22 пин çын илмелле.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăхĕнчи тыр-пула пухса кĕртессипе çыхăннă ĕçсемпе паллаштарнă. Çанталăк çумăрлă тăнăран çак ĕçсен хăвăртлăхĕ чакнă. «Çитĕнтернĕ тыр-пула пĕтĕмпех пухса кĕртмелле. Техника тухаймасть пулсан алă вĕççĕн ĕçлемелле, çынсене явăçтармалла, мĕншĕн тесен тыр-пула пухса кĕртесси — пĕтĕм халăх ĕçĕ», — палăртнă Михаил Игнатьев.

Вăл ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене пулăшма патшалăх уйăракан субсидисемпе, çав шутра килти хушма хуçалăхсене сĕт сутнăшăн паракан субсидисемпе мĕнле усă курнине тĕплĕ сăнаса тăма хушнă. «Хамăрăн йышăнусене пурнăçламалла, пирĕншĕн хуçалăх ĕçĕн мĕн пур форми пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районсенче пулнă май ертÿçĕсем ĕçе пур çĕрте те кирлĕ пек йĕркелеменнине куратăп», — тенĕ Михаил Васильевич.

Канашлура çавăн пекех республика Пуçлăхне вăл авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире панă хăш-пĕр ыйтăва сÿтсе явнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика