08 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ. Хăй Чăваш Ен ер-тÿçинче ĕçленĕ икĕ çула пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев республика 2010 çул вĕçĕнче çăмăл мар экономика тата социаллă лару-тăрура пулнине аса илтернĕ. Ун чухне республикăн патшалăх парăмĕ 10 миллиард ытла тенкĕ пулнă, бюджет ĕçлесе илекен кашни тенкĕ пуçне 70 пусне кредиторсене пама тивнĕ. Ĕç укçи парăмĕпе Чăваш Ен çĕр-шыври чи начар 5 регион шутне кĕнĕ. Парăмсен пысăк пайĕ искусствăлла майпа, республикăн ертсе пыракан предприятийĕсене (ХБК, трикотаж фабрики тата ыт. те) банкрота кăларнипе пулса кайнă. Çĕнĕ хула, «Финская долина», «Волжский платинум» строительство проекчĕсене криминаллă структурăсем хутшăннă. Çакă республикăн инвестици илĕртÿлĕхĕ çине япăх витĕм кÿнĕ.
Иртнĕ тапхăрта экономикăри лару-тăру палăрмаллах аванланнă. Кăçалхи 7 уйăхăн пĕтĕмлетĕвĕсем те çакăн çинчен калаççĕ. Чăваш Енĕн патшалăх парăмĕ 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5,7 млрд тенке юлнă, чăннипех социаллă бюджет çирĕплетнĕ, вĕсенче социаллă программăсене пурнăçлама тăкак пайĕн 70 проценчĕ каять. Ветерансене, сахал тупăшлă, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, ял хуçалăхĕнчи çамрăк специалистсене пулăшмалли нормативлă актсем йышăннă. Юлашки 20 çулта пуçласа ача сачĕсем тума пуçланă, 2012 çулта кашни виççĕмĕш шкула тĕпрен юсанă. Ĕç укçин парăмĕ чакнă. Обществăлла финанссемпе эффективлă усă курнине федераци шайĕнче те пысăк хак панă — 2011 çулта Чăваш Ен Российăри ĕç тăвакан влаçсен тухăçлăхĕпе чи лайăх 5 регион шутне кĕнĕ, 84,5 млн тенкĕ премие тивĕçнĕ. Михаил Игнатьев çак укçа-тенке бюджет сферинче ĕçлекенсен шалăвне ÿстерме ярасса пĕлтернĕ.
Журналистсем Чăваш Республикин Пуçлăхне 30 яхăн ыйту панă. Вĕсем федераллă центрпа мĕнле хутшăнусем йĕркеленнипе, ял хуçалăхĕ, промышленноç епле аталанассипе, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем епле пурнăçланассипе кăсăкланнă. Çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмалли майсем, больницăсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтересси, Шупашкар заливне тирпейлесси тата ытти çинчен ыйтусем панă.
Источник: "Каçал Ен"