АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Августшăн субсиди илме документсем тăратмалла

08 сентября 2012 г.

Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене, çав шутра харпăр хăй хушма хуçалăхĕ тытакан граждансене тата агропромышленность комплексĕнчи организацисене продукци туса илме тата реализацилеме тухакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен субсидисем параççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп бухгалтерĕ Людмила Мухина пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта кăçалхи июнь — июль уйăхĕсенче 2370 харпăр хăй кил хуçалăхĕ тонна сĕтшĕн документсем тăратнă, 2 миллион та 830 пин тенкĕлĕх субсидие тивĕçнĕ.

Хаклă вулакансене тепĕр хут аса илтеретпĕр: килти хушма хуçалăх тытакан граждансен август уйăхĕшĕн субсиди илме сентябрĕн 15-мĕшĕччен документсене ял тăрăхĕсен администрацине тăратмалла. Субсидие тивĕçес тесен хушма хуçалăх тытакан граждансен çакăн пек хутсем хатĕрлемелле:

• субсиди пама ыйтса, укçа куçармалли реквизитсене кăтартса ятарлă формăпа Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ячĕпе çырнă заявлени;

• июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне килте миçе ĕне пулнине хуçалăх кĕнекинчен çырса илни, ăна ял тăрăхĕн администрацийĕ çирĕплетмелле;

• сĕт йышăнакансем панă справка.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика