08 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 25700 тонна çапса тĕшĕленĕ. Çак ĕçе пурнăçламалли тата 795 гектар çинче юлнă. Паянхи куна кашни гектар тухăçĕ 21,8 центнерпа танлашать.
Районти хуçалăхсенчен 4-шĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарасси япăх пырать.
Чылай хуçалăхра çĕртме тăваççĕ. Çак ĕç районта майĕпен пулса пынине палăртмалла. Ăна паянхи куна 5650 гектар (планпа пăхнинчен 38 процент) çинче кăна пурнăçланă. Ку енĕпе тата та тăрăшарах ĕçлесе хăвăртрах вĕçлесен аван пулмалла. Хăш-пĕр хуçалăхсем çак енĕпе çанă тавăрсах ĕçлеççĕ: «Урожайра» — 1132 гектар, «Лучра» — 400 гектар, «Рассветра» 390 гектар çĕртме тунă.
Хуçалăхсем кĕрхи культурăсем акаççĕ. Сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне 1878 гектар акма ĕлкĕрнĕ, çав шутран «Трудра» — 210 гектар, «Дубравăра», «Востокра», «Рассветра» — 150-шар гектар. План тăрăх ку ĕçе сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне пурин те вĕçлемелле. Эппин, вырмана, çĕртме тăвассине хăвăртлатмалла, кĕрхисене акасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Районти 9 хуçалăхра тăрăшсах çĕр улми хирĕсенче ĕçлеççĕ. Паянхи куна ăна 219 гектар çинче кăларнă. «Слава картофелю» (108 гектар) тата «Комсомольские овощи» (57 гектар) агрофирмăсен, «Дружба» ЯХПКан (30 гектар) ĕçченĕсем уйрăмах тăрăшуллă.
Источник: "Каçал Ен"