07 сентября 2012 г.
Альберт Хасановпа «Алга» ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕн территорийĕнче паллашрăм. Вăл кунта иккĕмĕш çул ĕнтĕ хуралçăра ĕçлет.
— Унччен Ульяновск облаçĕнче пурăннă. Аннен тăван çĕр-шывне, Урмаелне куçса килсенех хуралçăра тăрăшма пикентĕм. Килте стенасем те пулăшаççĕ-çке. Ĕç те ки-лĕшет,— терĕ Альберт.
Хуралçăн тĕллевĕ — сыхлакан вырăнтан вăрланине тата ытти хăрушлăха вăхăтра сирсе ярасси. Çавна тĕпе хурса тимлет те ĕнтĕ каччă. Кирек мĕнле ĕçре те яваплăха туйса ĕçлесен кăна çитĕнÿсем тума пултарнине лайăх ăнланать вăл.
Çемье çавăрасси çинчен калаçу пуçласан, пичĕ çинче кулă çиçрĕ. «Çиччĕ виç те пĕрре кас, теççĕ халăхра. Хам пек, ялта пурăнма кăмăллакана тупаймарăм-ха», — пĕлтерчĕ хуралçă.
Малалла мана Альберт Рашидович парк территорийĕнчи объектсемпе паллаштарчĕ, ăçта кам ĕçленине кĕскен каласа пачĕ. «Хуралçă ĕçне вырăнти хăрушсăрлăх ĕçĕпе танлаштаратăп. Театр вешалкăран пуçлансан, хуçалăх вара — хуралçă ĕçĕнчен», — терĕ вăл.
Источник: "Каçал Ен"