08 сентября 2012 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитрĕ. Кашни çул эпир Аслă çĕнтерÿ кунне пĕтĕм халăхăн чаплă уявĕ пек палăртатпăр. Вăрçăра ирсĕр тăшмана хирĕç хăюллă та паттăр çапăçнă, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн юн тăкнă е хăйсен пурнăçне панă, тылра хастарлă ĕçленĕ çынсене эпир яланах чи ăшă туйăмпа, чун-чĕререн тав туса асăнатпăр.
Хырай Ĕнел ялĕнчен вăрçа 152 çын кайнă. Вĕсенчен 52-шĕ Çĕнтерÿпе киле таврăнма пултарнă. Вĕсен хушшинче тăшмана Берлина çити хăваласа каялла ырă-сывă таврăннисем те, Аслă Çĕнтерĕве халалласа Мускавра иртнĕ парада хутшăннисем те пулнă. Вĕсене ял çыннисем пурте пĕлеççĕ. Вăрçă, паллах, кашни киле кĕрсе тухнă. Хăш-пĕр килтен ашшĕсем хыççăн ывăлĕсем тухса кайнă. Ял варринче вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăк çинче 100 хушамат. Вĕсем хушшинче виçĕ пĕртăван: Сергей Степанович Зайцев, Григорий Степанович Зайцев, Иван Степанович Зайцев... Вĕсен вил тăприсем ăçта пулни паллă мар. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта кайнă та хыпарсăр çухалнă. Ытла та хаяр çапăçусем пынă çав. Виçĕ пĕр тăван, виçĕ телейсĕр шăпа. Сергейпе Григорий çемьеллĕ пулнă. Кашнинех пилĕкшер ача. Иван вара, чи хитри те яштаки, çемье тутине туйса та курман.
Килтен тухса кайсан киле, юратнă çыннисем патне пурĕ те пĕр-икĕ çыру çеç ярса ĕлкĕрме пултарнă вĕсем.
Сергей Зайцевăн ывăлĕ, Константин, ашшĕн çырăвĕсене (пурĕ те икĕ çыру) упраса хăварма пултарнă. Вăл ăна ашшĕ мĕнле çырнă çав халлĕн, ним улăштармасăр, тÿрлетмесĕр куçарса çырса юлнă та музее панă. Ылтăнран хаклăскерсем. Пĕр хут вулатăн вĕсене, тепĕр хут. Анчах та кашнинчех куççульленетĕн.
Мĕн çырма пултарнă-ха вăрçă терт-нушине тÿсекен салтак тăван килне;
Юратнă тăван киле.
15 сентября 1941 года.
Ырă кун сире. Ку çыру Зайцев Сергейран пулать. Эпĕ халь вăрçăра, 2-мĕш числора кĕ-тĕмĕр. Халь эпир Луцки ачи Лобановпа пĕрле. Сĕнтĕр ачи Сергей пирваях аманчĕ, ыттисе пĕлмесĕп. Петĕр наверно плена лекнĕ. Кунта халь хамăр район ачисем саçим сахал. Тата Тимрĕç касси ачи Шорников пур.
Ку çырăва сывлăх пулсан татах çырап. Эх, ку нушана курма ма çуралнă-ши; Виличчен ачасе пĕрреç ыталаса юратасчĕ, вара вилсен те ним те мар. Эх, Куçтапа Марье мана пĕлмеç вит, астумаç вĕсем мана.
Ну, Елюк, лайăх, тирпейлĕ пурăн, ачасене мĕн вăй çитнĕ таран, лайăх пăхса ÿстер. Вот тата Крынка кайнă пуль, адрес пулсан ярăр, и Ивана (и пĕлес).
Ну, Герман, ман пек тăлăха ан юлăр, ман картăчка ан çухатăр.
Ман адрес: Полевая почта. Станция "459. 680 полк. 14 батальон. 2 рота. Зайцеву Сергею Степановичу. Çакă ман адрес. Ман килти хыпара пит пĕлес килет. Сывă пулсан мушпĕт пĕлĕп-ха. Виç кунта виç çыру ярăр. Кама та пулсан çитĕ мушпĕт. Герман, çырма ан ÿркен, эп сана çапман, вăрçман, ан ман нихçан та.
Сывă пулăр! Пока эпĕ те ку çыруран çак минутра сывă пулап. Пурсăра та юратса питĕ пысăк салам. Ку çырăва ан çухатăр.
Зайцев С.
25 сентября 1941 г.
Ырă кун сире. Ну эп сире наверно юлашки çырап. Телей пулсан таврăнăп. Эпир паян çĕрле Горьки лагерĕнчен вăрмантан каятпăр Китлĕре хирĕç. Пире йăлт тумлантарса, мĕн кирлине йăлт парса пĕтерчĕç. Эпир, Комсомольски ачисем, пурте пĕрле каятпăр.
Сывă пулăр, лайăх пурнăр, ку çырăва тĕлĕкри пек анчах çырап!
Ну хăраса ан тăрăр-ха, эпир унта ик эрнесĕрех çитес çук.
Елюк, тире тÿле, вăю пулсан тăлăп çĕлет, улман тытса юлăр.
Ну, савнă юлташăм, салам, сывă пул.
Герман, салам, сывă пул. Толя, салам, сывă пул. Куçта, мана асăнан пуль, салам, сывă пул. Пĕчĕк хĕрĕм, эс мана пĕлес çук нихçан та, салам, сывă пул. Ку çырăва, ачасем, ан çухатăр, карточка ан çухатăр.
Сывă пулăр ĕнтĕ. Пока. Çыруран сывă юлап. Зайцев С.С.
Турра кĕл тăвăр телейшĕн.
Аттен çырăвĕ асăнмалăх.
Мăшăрĕн юлашки çырăвĕнчи сăмахне асра тытса-ши, Елюк аппа чиркĕве çÿреме пуçланă. Кĕçех ăна чиркÿ санне панă, çĕнĕ ят хунă. Инокиня Елена пулса тăнă. 93 çула çитиччен пурăннă вăл. Зайцев Григорий вара вăрçăран пĕр çыру ярса ĕлкĕрнĕ. «Крынкка» тесе асăннă ăна Сергей хăйĕн çырăвĕнче. Çапла чĕннĕ те ăна. Анчах та çав пĕртен-пĕр çырăвне упраса хăварайман.
— Йошкар-Оларан киле аттерен телеграмма килчĕ. Вĕсемпе унта фронта илсе кайиччен вĕрентÿ ирттернĕ. Телеграммăра атте хăйсене вăрçа илсе каяссине, Канаш урлă каясси çинчен пĕлтернĕ. Аннене Канаш станцине пыма ыйтнă, — аса илет Григорин халĕ ĕнтĕ 80-на çывхаракан Валя ятлă хĕрĕ. — Анне пире çăкăр çитермесĕр атте валли сухари хатĕрлеме тытăнчĕ. Пĕр кутамкка сухари типĕтсе тултарса, ирхине ирех лаша кÿлсе Канаша тухса кайрĕ. Анчах çул çинче лашипе нушаланса пĕтнĕ. Вăхăтра çитеймен. Çитнĕ çĕре пуйăс кайнă. Сухарине парса ярайман. Анне каялла килнĕ чух çул тăршшĕпе йĕрсе килнĕ. Киле çитсен те выртсах йĕчĕ. Пире мĕн, ачасене, выçăллă-тутăллă пурăнакансене, сухари каялла килни лайăх, атте çинчен шухăшлама та пĕлместпĕр, савăнсах сухари çиетпĕр. Эх, çав сухарине аттене парса ярайнă пулсан атте вăрçăран таврăнатчĕ те пуль.
Вăрçăран унран пĕр çыру килчĕ. Унтан хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хут. Анне ăна мĕн виличченех кĕтрĕ. Ара, хыпарсăр çухалнисем киле вăрçă пĕтсен ырă-сывă таврăннисем сахал мар пулнă-ха та.
Пилĕк ача, тăлăха юлнăскерсем, мĕн чухлĕ терт-нуша тÿснĕ. Чи кĕçĕнни кăкăр ачи çеç пулнă.
Иван шăпи вара тата телейсĕртерех. Вăл нимĕç тыткăнĕнче вилнĕ. Нимĕç тыткăнĕ мĕн иккенне эпир киносенчен, вуланă кĕнекесенчен пĕлетпĕр. Шухăшлама та хăрушă.
Аслă Çĕнтерÿре вĕсен тÿпи те пур.
Источник: "Каçал Ен"