08 сентября 2012 г.
Районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем çынсен сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Уйрăмах ачасен сывлăхне упрас, вĕсене вăхăтра чир-чĕртен сыхлас тесе профилактика ĕçĕсем тăвассине тĕп вырăна хураççĕ.
Районти тĕп больницăра 2011 çулхи сентябрь уйăхĕнчен тĕп врач çумĕнче Наталия Таборкина тăрăшать. Иртнĕ кунсенче Наталия Николаевнăпа курса калаçрăм.
— Хуть мĕнле организацин, предприятин чи кирлĕ кăтартăвĕ вăл — çамрăк специа- листсем ĕçлеме пикенни. 2012 çулта районти тĕп больницăра тин кăна алла диплом илнĕ миçе врач шурă халат тăхăнчĕ?
— Кăçал районти тĕп больницăра 9 врач ĕçлеме пикенчĕ. Вĕсем: Елена Можаева, Ильхамия Адиева, Татьяна Зайцева, Люция Минуллина, Рена Калакова, Ленар Мжгиев, Алексей Никитин, Роза Акшова тата Диля Зиатдинова. Вĕсем пурте «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăхран пулăшу илчĕç.
— Наталия Николаевна, ытти çулсенчипе танлаштарсан, паллах, паянхи кун сывлăх учрежденийĕсенче черетсем пысăках мар. Ку вăл мĕнпе çыхăннă-ши?
— 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 26623 çын пурăннă, вĕсенчен 18 çултан аслăраххисем — 21187-ĕн. Кăçал медицина пулăшăвĕ ыйтса çынсем врачсем патне 96707 хутчен пынă.
Районта сывлăха сыхлас ĕçре пурĕ 56 врач, 226 медицина сестри тимлет. Пурте вĕсем ĕçĕсене чунтан парăннă специалистсем. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем — 8, фельдшерпа акушер пункчĕсем — 24.
Паянхи кун тĕп больницăра пĕртен-пĕр ваканси — врач реаниматолог кирлĕ.
Чăнах та, черетре тăракансем сахалланчĕç. Унăн сăлтавĕ — медперсонал шучĕ ÿснинче тата электронлă майпа врач патне çырăнма пултарнинче.
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче сывлăх учрежденийĕсенче 30279 чир регистрациленĕ. 854-ăн — сусăрланнипе.
Сывлăх — чи хаклă пуянлăх. Çавăнпа та чир-чĕр паллисем пуçлансанах врач патне васкамалла.
— Калаçушăн тавтапуç. Пархатарлă ĕçре Сире ăнăçу сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"