08 сентября 2012 г.
Районти ал ĕç тăвакансен ĕçĕсен куравĕ малалла пырать. Халĕ вара илемлĕх эстафетине Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕ йышăнчĕ. Чăнах та пуян ал ĕç ăстисемпе Çĕрпÿел тăрăхĕ. Куравра чи маттур, чи пултаруллă ăстасен ĕçĕсемпе паллашма пултаратăр. Акă Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакансенчен Л.А.Анисимова, Н.П.Белкина, Л.А.Кульмакова, Н.Г.Лукиянова, В.А. Макарова, В.С.Акчурина, Аслă Çĕрпÿел ялĕнчен М.И.Михайлова, М.Ф.Акчурина, Л.П.Дюкина, Р.В.Осипова, И.А.Акчурина, О.В.Акчурина, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи Н.В.Молоков хăйсен аллисемпе ăсталанă япаласене курава тăратнă. Вĕсен ăсталăхĕ тĕрлĕ енлĕ: кам çыхма, кам тĕрлеме, кам çĕлеме кăмăллать. Ялти, кил тĕрĕшри ĕçрен хăпăнса юратнă ĕç валли пушă вăхăт тупаççех вĕсем.
Курав сентябрĕн 27-мĕшĕччен ĕçлет. Илемлĕхе юратакансене пурне те районти «Çĕр тата çынсем» музее чĕнетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"