05 сентября 2012 г.
Кăçал 8 уйăхра районти суд приставĕсем 6809 исполнительлĕ ĕç (56 млн тенкĕлĕх) пуçарнă. Ку вăл, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 85 ĕç ытларах. Вĕсенчен 3211-шне пăхса тухнă, 3129-шĕпе 5 млн тенкĕ ытла шыраса илсе пĕтерни çинчен хушу кăларнă.
Суд приставĕсен ĕçĕсенчен ытларах пайĕ — ÇÇХПИ штрафĕсене шыраса илессипе. Январь — август уйăхĕсенче ПАИ штрафĕсемпе 1 млн ытла тенкĕлĕх 3238 исполнительлĕ ĕç пуçарнă.
Районти суд приставĕсем налук шыраса илессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, кăçал вĕсем 270 пин тенкĕ патшалăх хыснине хыврĕç. Çавăн пекех çулталăк вĕçлениччен исполнительлĕ сбор 345 пин тенкĕ шыраса илмелле. Паянхи куна ăна 260 пин тенкĕ пухнă.
Парăмçăсенчен алимент шыраса илес енĕпе районти суд приставĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ. Тарса çÿрекен парăмçăсем çине вара кăçал 9 уголовлă ĕç пуçарнă. Административлă майпа та явап тыттаратпăр. Январь — август уйăхĕсенче парăмçăсем çине 85 административлă протокол çырнă, вĕсенчен 20-шĕ — вăхăтра парăма тÿлеменшĕн (20.25 статьяпа). Административлă майпа явап тытакансенчен иккĕшне арестленĕ.
Суд приставĕсем рейд ирттернĕ вăхăтра парăмсене вăхăтра тÿлеменшĕн пурлăха та арестлеççĕ. Кăçал арест туни çинчен 63 акт (4 млн та 200 пинлĕх) çырнă.
Источник: "Каçал Ен"