05 сентября 2012 г.
Районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртес енĕпе хĕрсех тăрăшаççĕ. Паянхи кун тĕлне çак ĕçĕн 89,1 процентне пурнăçланă. Кашни гектар тухăçĕ вăтамран 22,1 центнерпа танлашать. Чи лайăх кăтарту «Рассветсен» — 30,5 центнер.
Районти вăтам кăтартуран пысăкрах тухăç илекен хуçалăхсем — «Слава» (26,3 центнер), «Дружба» (25,5 центнер), «Луч» (24,5 центнер), «Дубрава» (23,3 центнер), «Асаново» (23,2 центнер) ЯХПКсем, Атласкинăн (26,2 центнер), «Кызыл сабанча» (24,8 центнер), «Золотой колос» (24,3 центнер), Минатуллинăн (23,6 центнер), Хайртдиновăн (22,6 центнер) фермер хуçалăхĕсем, «Урожай» колхоз (24,5 центнер), «Слава картофелю» агрофирма (23,6 центнер). Районти хуçалăхсем çĕртме ĕçĕсене 5123 гектар çинче пурнăçланă. Кĕрхи культурăсене 1343 гектар акнă, ку вăл планпа пăхнин 26,9 проценчĕ. Мĕн акатăн — çав шăтать, тенине манмалла мар. Вăрлăхсене çĕнетмелле, пысăк репродукциллисене туянмалла.
«Дружба» ЯХПКра, «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче тăрăшсах çĕр улми кăлараççĕ. Паянхи куна районĕпе «иккĕмĕш çăкăра» 164 гектар çинчен 3912 тонна кăларнă.
Источник: "Каçал Ен"