АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăхи сахал мар. Çапах...

01 сентября 2012 г.

Пурте куратпăр: юлашки çулсенче район центрĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене, тĕрлĕ кантурсене юсаса çĕнетрĕç. Çĕнĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ, хăтлăх енчен те çĕнелсех пыраççĕ. Тĕп урамсене асфальт сарнă, çĕнĕ, хулари пек йĕркеллĕ тротуарсем те йышланаççĕ... Хăтлă магазинсем халăха хăйсем патне илĕртеççĕ. Халиччен хуласенче çеç пулнă «Магнит», «Пятерочка» магазинсем те ĕçлеççĕ район центрĕнче. Çут çанталăк газĕпе туллин усă куратпăр... Тирпей-илем кĕртес ĕçе те ытларах хаклама пуçларăмăр...

Пĕтĕмлетсе каласан, район центрне хула сăнĕ çапрĕ.

Район центрĕ ÿсни-илемленнипе пĕрлех ялсенче те ырри, лайăххи вăй илсе пырать.

Пурнăç условийĕсем лайăх енне улшăнни кама савăнтармĕ? Комсомольскинче физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлеме пуçлани, больницăна юсаса çĕнетни, çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарни халăх сывлăхне çирĕплетме пулăшать, паллах.

Мĕн ырри пур — пурте çыншăн, халăхшăн.

Çапах та пурăнан пурнăçра пăрăнчăксем те çук мар. Курнисем, асăрханисем, курмăш пулнисем те пур-ха. Çавсем çинчен сăмах хускатас терĕм.

ÇĔР — ПИРĔН ПУЯНЛĂХ

Хальхи саманара пире тăрантарса пурăнакан çĕр те тавар пулса тăчĕ: ăна сутма та, илме те пулать. Хаклă вăл. Тивĕçлипе хаклатпăр-и ăна; Хакламастпăр теме çук-ха, анчах пур çĕрте те мар, пурте мар. Колхозсене салатнă хыççăн çĕрсене уйрăм çынсен харпăрлăхне патăмăр. Пĕрисем унпа лайăх усă кураççĕ, тупăш илеççĕ. Теприсем вара тĕрлĕ сăлтавпа çав лаптăксемпе пачах усă курмаççĕ, е кирлĕ пек пăхмаççĕ.

Отчетсем тăрăх, районта пушă выртакан çĕрсем çук. Чăн та, çĕр пушă выртмасть: усă курман çĕрсем çум курăкпа витĕнеççĕ. Нумай ялта, çав шутра район центрĕнче те, юхан шывсем, кÿлĕсемпе пĕвесем çывăхĕнче, тăкăрлăксенче, улăхра та мĕн чухлĕ тал пиçен, вĕлтрен, мăян, куршанак тата ытти ашкăрать. Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче çум курăк «вăрманĕсем» сарăлса выртаççĕ. Курмастпăр-ши, асăрхамастпăр-ши? Е начаррине те хăнăхма пуçларăмăр эпир, ял çыннисем тата пуçлăхсем?

ÇĔНĔ ÇУРТСЕМ ТАВРА

Строительство организацийĕсем кашни çулах çĕнĕ çуртсем туса пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ. Çакна каласшăн: çуртсен проекчĕсенче «озеленение» текен пай та пур. Çĕнĕ çурт таврашне симĕслетмелле, тепĕр май каласан, çуртсем таврашне йывăçсем лартмалла. Çакă темшĕн пурнăçланмасть. Комиссисем çакна «асăрхамаççĕ». Çуртсем таврашне халĕ çум курăк «вăрманĕсем» «илем» кÿреççĕ, тавралăха симĕслетеççĕ.

Çуртсем купалама стройматериалсем турттарнă чух çулсем ванаççĕ. Строительство вĕçленсен, çав çулсем çинчен манаççĕ. Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем патне пымалли çулсем (çул теме те çук-ха) çанталăк пăсăлсан çуран çынсене çеç мар, машинăсене те нушалантараççĕ. Ниушлĕ пĕр çурт патĕнчен тепĕр çурт патне пымалли 50—100 метр е унтан та сахалрах çула йĕркене кĕртме çук? Ача-пăча площадкисем те питĕ кирлĕ, тумаллах вĕсене!

«СУККĂР» МАШИНĂСЕМПЕ «ПУÇСĂР» ВОДИТЕЛЬСЕМ

Районта автомобильсен шучĕ кунран-кун ÿссе пырать. Те ырламалла, те хурламалла çакна? Машина рулĕ умне кам кăна лармасть. Çул-йĕр правилисем пуриншĕн те пĕрех, анчах пурте ăна çирĕп пăхăнасшăн мар. Йĕрке тăрăх, çул çинче машинăн çутатнă фарăпа чупмалла. Çакна нумайăшĕ пăхăнмасть. Çавăнпа час-часах автомобиль çывхарнине асăрхама йывăр. Хăвăртлăх пирки. Çул хĕррине хăвăртлăха чакармалли паллăсем лартаççĕ-ха. Сăмахран, хăш урамра «30 км» хăвăртлăха тытмалла, нумай водитель ăна асăрхамасть — 70—80 километр хăвăртлăхпа çÿрет.

Çуран çынсене каçма «зебра» ÿкернĕ пулсан та, пăхăнасшăнах мар машина хуçисем. Район центрĕнчи Завод урамĕпе Канаш урамĕ хĕресленнĕ çĕрте «зебрăна» ытларахăшĕ пăхăнаççĕ-ха. Теприсем çав вăхăтрах çул урлă каçакан çын çумĕнченех пысăк хăвăртлăхпа иртсе каяççĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче (ку çуртра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ те пур) «зебра» ÿкерсе хунă. Кунта ăна пăхăнакан çукпа пĕрех, 80—100 километр хăвăртлăхпа иртеççĕ. ФСК-на, врач патне пыракансен çул хĕрринче çул пушанасса чылай кĕтме тивет. Инспекторсем асăрхаттарсан çапла пулас çукчĕ.

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ — АННЕ ЧĔЛХИ

Чăваш çĕр-шывĕнче чăваш чĕлхи — саккунлă чĕлхе. Унпа калаçма та, ĕç хучĕсем çырма та ирĕк пур. Анчах эпир унпа туллин усă курмастпăр, пăсса çыратпăр, калаçатпăр.

Хăш-пĕр кантурсем, магазинсем çумĕнче вывескăсене вырăсла çеç çыратпăр вĕт. Сăмахран, «Кĕтне» кафе вывескинче «Кĕтне» сăмаха «Кетне» тесе илемлетсе çырнă. Курмастпăр-и çакна; Куратпăр. Тÿрлетекен çук. Хамăрăн тăван чĕлхене хисеплемеллех. Пухусемпе канашлусенче те тăван чĕлхепе калаçни вырăнлăрах тесшĕн.

КАМА ĂÇТА ШЫРАМАЛЛА?

Район центрĕнчен аякра пурăнакансем унта çитсен тĕрлĕ учрежденисем ăçта вырнаçнине çынсенчен ыйткаласа пĕлеççĕ. Ытларах пенси фончĕ, редакци, налук инспекцийĕ, МСЭ (ĕлĕкхилле ВТЭК), социаллă хÿтлĕх пайĕ ăçтине пĕлесшĕн. Сăмах май каласан, район центрĕнче районсем хушшинчи налук инспекцийĕ, МСЭ вырнаçнă. Ют районсенчен килекенсем те сахал мар.

Автостанци умне халăхпа ялан ĕçлекен учрежденисем ăçта вырнаçнине пĕлтерекен хăма (щит) вырнаçтарни кирлĕ пулĕ. Тĕрлĕ магазинсем ăçта вырнаçнине те пĕлтерме пулать.

Хăшĕ эпир хускатнă ыйтусене вак-тĕвек çеç тесе те калĕ. Лайăххи те, начарри те вак-тĕвекрен пуçланать, çакна шута илесчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика