АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Документсене йышăнма пуçланă

01 сентября 2012 г.

Чăваш Енре вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿсем тунă пин çамрăка çуллен ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантараççĕ. Ăна 14-ран пуçласа 30 çул тултарнисем, республикăра пурăнакансем кăна тивĕçме пултараççĕ.

Претендентсен докуменчĕсене паянтан, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче йышăнма тытăнаççĕ. Çитĕнÿ туни çинчен çирĕплетекен материалсене юлашки 3 çултине тăратма юрать.

Енчен те кандидат уголовлă, административлă е дисциплинарлă майпа явап тытнă пулсан, унăн докуменчĕсене йышăнмаççĕ.

Суя е тĕрĕс мар сведенисемлĕ документсем тăратнă организацисенчен стипендиата парса тăнă укçана организацисенчен хăйсенчен республика бюджетне шыраса илме саккун пур. Кандидат хăйĕн çинчен суя е тĕрĕс мар информаци парсан та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн стипенди парассине чарса лартма пулать. Ун пек чухне вара стипендиатăн хăйĕн республика бюджетне укçа хывма тивĕ.

Сăмах май, пĕр çын 2 çулта пĕр хутчен кăна ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçме пултарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика