АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чушкăлла выляса ăмăртрĕç

29 августа 2012 г.

Августăн 24-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче районти пенсионерсем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, чушкăлла выляса ăмăртрĕç.

Маларах хаçатра çырса пĕлтертĕмĕр пулсан та, çак вăййа куракансен шучĕ икĕ-виçĕ çынран иртмерĕ.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче Россия Федерацийĕн Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов сăмах каларĕ, спорт мероприятине хутшăнма кăмăл тунисене ăнăçу сунчĕ.

Ăмăртăва тăхăр пенсионер хутшăнса ăсталăхне кăтартрĕ. Хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăна Василий Пундяков çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Юрий Ишмуратов (иккĕшĕ те Комсомольски) тухрĕ.

Виççĕмĕш вырăна çĕнсе илессишĕн Алексей Волковпа (Нĕркеç) Валерий Кириллов (Тăманлă Выçли) хушшинче ăмăрту çивĕч иртрĕ, ытларах очко пуçтарса Алексей Федорович çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене тухнисене Хисеп грамотисемпе, призсемпе (спонсорĕ «Промкерамика» ООО) наградăларĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика