АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гриппократа тупа тунăскер

29 августа 2012 г.

«Участокра кăçал 10 ача çут тĕнчене килчĕ. Вĕсем патне кашни уйăхра çитсе сывлăхне тĕрĕслемелле. Тĕрлĕ прививка та вăхăтра тумалла»,— пĕлтерчĕ Тукайри фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕ Вера Моторина.

Çирĕм саккăрмĕш çул ĕнтĕ вăл пĕр вырăнта ĕçлет. Шартлама сивĕ-и, витререн тăкнă пек çумăр çăвать-и, чирлисем патне Вера Николаевна вăхăтра çитме васкать.

В.Моторина Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл 1982 çулта, 10 класс пĕтерсен, Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. «Професси суйласси пирки пĕрре те иккĕленмен — сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлессине лайăх пĕлнĕ. Анне час-часах чирлетчĕ, çавăнпа та çак профессие хăвăртрах алла илессишĕн ĕмĕтленнĕ»,— терĕ фельдшер.

Тукайри фельдшерпа акушер пунктĕнче иккĕн тимлеççĕ вĕсем. Вун икĕ çул ĕнтĕ Вера Николаевнăпа пĕрле Марина Владимировна Киселева ĕçлет. Туслă коллективра ĕç те кал-кал пырать. «Участокра пурĕ 628 çын шутланать. Туберкулез чирĕпе пĕр çын учетра тăрать. Чирлекенсем хушшинче — юн çаврăнăшĕн, нерв системисен, сывлав органĕсен тата ытти чирсем. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине тĕп вырăна хуратпăр, çавна май диспансер тĕрĕслевĕсем ирттеретпĕр»,— терĕ шурă халатлă ĕçчен.

Вера Николаевнăна кÿрши-арши, ял-йыш хисеплеççĕ. Яланах çынпа сăпайлă калаçакана урăхла хаклама май та çук. Чунтан парăннăскерĕн ĕçне иртнĕ çул тивĕçлипе хакланă, «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята панă.

«Мĕнре-ши кал-кал ĕç пынин вăрттăнлăхĕ?» — ыйтрăм унран.

— Эпĕ ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланин сăлтавĕ, паллах, çемьере килĕшÿ пулни. Мăшăр яланах ăнланса, пулăшса пынă, пырать те,— хуравларĕ вăл. Сăмах май, Владимир Григорьевич «Рассвет» ЯХПКан тăрăшуллă ĕçченĕ, чылай çул водительте ĕçлет.

Виçĕ хĕр Моторинсен. Аннăпа Татьяна, амăшĕн çулĕпе кайнăскерсем, Хусанти медицина университетĕнче пĕлÿ пухаççĕ. Вĕсем — 4-мĕш курс студенчĕсем. Мария 6-мĕш класра вĕренет.

— Пурне те вăхăтра пулăшу пама тăрăшатпăр. Гиппократа тупа тунă-çке. Сывалнă çын тав туса йăл кулни — маншăн чи хакли,— терĕ В.Моторина фельдшер.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика